Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытанчӑк the word is in our database.
пытанчӑк (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тутлӑ апат-ҫимӗҫшӗн кил хуҫине тав туса, тутисене ҫемҫе шурӑ хутпа кӑп-кап тӗккелесе илсе, ҫамрӑксем сӗтел хушшинчен тухрӗҫ те ҫавӑнтах пӗр-пӗринпе темӗн ҫинчен пӑшӑл пӑтти пӗҫерме пуҫларӗҫ, пӑтти пиҫсен, Павӑл, тупмалла вӑйӑри палламалла мар пытанчӑк савӑнӑҫпа ҫиҫкелесе, кӗтевлӗ куҫне амӑшӗн куҫӗ ҫине ӑшпиллӗн ӳкерчӗ:

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Темле майпа вӗсен ҫулӗ Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ халӑх «пытанчӑк» вӗшкекен урампа та выртрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла ҫынсен тепӗр йышне те хӑй майлӑ ҫавӑрать, — ҫаксен ӑнланусӑрлӑхӗ вара такам тахҫан хур тунишӗн йӑшкать, вак-тӗвекпе тата пысӑк кӳренӳпе тухма сӑлтав ҫеҫ шыракан тилӗрӳпе вӑркать; кӗскен — чунӗ тӗттӗм, сулхӑн-нӳрлӗ ҫула кӑмӑллакансем, — вӗсен шалти пурнӑҫӗ пытанчӑк, тепӗр чухне ӑнланмалла мар ӗҫсемпе яриех уҫӑлса каять; ҫакӑн никӗсӗнче, ҫапах та, тепӗр тӗнче курӑма тавӑракан тӗнче курӑм выртать — чӑн та, хӑй мӗн хӑтланнине уҫҫӑн уйлама пӗлмесӗр.

Этим привлек на свою сторону людей, бессознательность которых ноет от старых уколов, от мелких и больших обид, от злобы, ищущей лишь повода, — людей с темными, сырыми ходами души, чья внутренняя жизнь скрыта и обнаруживается иногда непонятным поступком, в основе которого, однако, лежит мировоззрение, мстящее другому мировоззрению — без ясной мысли о том, что оно делает.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл хӑйне хӑех тухса тӑрать, ҫавӑнпа та, хурав ытарлӑ пулсан та, ҫакна чӑнахах та хурав тетпӗр тӗк, — Гарвейӑн пытанчӑк кӑсӑклӑхне вӑрттӑн сӑмахсемпе уҫса панӑ, чӑн та, вӗсен тӗп тӗшши ҫухалнӑ.

Оно напрашивается само, и, как ответ ни загадочен, — если допустить, что это — ответ, — скрытый интерес Гарвея дан таинственными словами, хотя их прикладной смысл утерян.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Инҫе вӗҫ йыхӑрать, вара эпӗ тӗлӗнтермӗш ҫуратакан пытанчӑк вӑрттӑнлӑхсене хирӗҫ ыткӑнтӑм.

Далекий конец звал, и я бросился навстречу скрытым чудодейственным таинствам.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Каҫ ҫывхарса килнӗ май иккӗлӗх тӗксӗмленме пуҫларӗ; вӑрттӑн, пытанчӑк горизонт йӗрне пӗр вӑхӑт сӑнакаларӑм-ха, анчах вӑл та сӳнчӗ — анӑҫри хӗвел пек; хулана кӗҫех каҫ сӗмлӗхӗ ҫавӑрса ытамларӗ.

С наступлением вечера двойственность стала тускнеть; еще некоторое время я различал линию таинственного горизонта, но и она угасла, как солнце на западе, когда мрак ночи охватил город.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Вӑл каласа пӗтереймесӗрех ҫӳлелле тӗмсӗлчӗ, унта таса уйӑх ун валли унӑн пытанчӑк та чикӗсӗр чунӗ ҫинчен юмах хайлать.

Он не договорил и посмотрел вверх, где чистая луна сочиняла ему сказку о его собственной замкнутой и беспредельной душе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Ҫапах та — мӗн таран пытанчӑк иккен эсир, — терӗ вӑл, — ну, Турӑ каҫартӑр сире.

— Какой вы, однако, скрытный, — произнес он, — ну, бог с вами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Фергюсон пытанчӑк тата чыслӑ ҫын пулнӑ, — аллисене кӑкӑрӗ ҫумне тытса каласа пама пикенчӗ Йӳҫӗ Шерпет.

рассказывал, прикладывая руку к груди: — Фергюсон был таинственная и благородная личность.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

— Эпӗ сирӗншӗн чӑнах та ҫӗнӗ ҫын-ши? — терӗ Дэзи пӗр-пӗриншӗн пытанчӑк, кӗске унчченхи вӑхӑта Робод хӑйӗн сассипе самантрах каялла тавӑрсан.

— Правда, я как будто новое существо для вас? — сказала она, мгновенно возвращая ему звуками голоса все их короткое, таящееся друг от друга прошлое.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.

Анчах хӗршӗн вичкӗн ҫак кӑшкӑрура палламан ҫын чунӗнчи пытанчӑк темӗнле систерӳ пур пек, ӑнсӑртран, тен, шӑпах ӑна, Геллие, пула тухнӑн туйӑнчӗ.

Но в резкости вскрика девушке почудилось вдруг нечто затаенное души незнакомца, что вырвалось невольно и, может быть, по отношению к ней.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Черетпе, лӑпкӑн матроссене куҫӗсенчен тинкерчӗ, тутисен хӗрринче пытанчӑк кулӑ ҫиҫни-ҫиҫменнине, боцман сӑнӗ мӑн кӑмӑллӑ хуҫкаланупа чӗтренни-чӗтренменнине, Сигбин куҫҫуль тухни-тухманнине ҫивӗччӗн сӑнарӗ.

Спокойно поочередно встретился он глазами с каждым матросом, зорко следя, не блеснет ли затаенная в углу губ усмешка, не дрогнет ли самодовольной гримасой лицо боцмана, не пустит ли слезу Сигби.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Хӗвел пайӑркисемпе пӗлӗт пӗрлешсе пулакан тӗссен кӑткӑс эрешӗ ҫапла пӗр-пӗр пӳрте кӗрсе каять те — унӑн шайлашуллӑ ӑш-чикӗнчи йӑлӑхтармӑш пахалӑхсене пӗтерсе хурать; куҫ курать, анчах пӳлӗме палласа илеймест, ҫуттӑн пытанчӑк сӗмӗсем мӗскӗнлӗх хушшинче тӗлӗнтерсе яракан килӗшӳлӗх туса хураҫҫӗ.

Так облачный эффект, причудливо построенный солнечными лучами, проникает в симметрическую обстановку казенного здания, лишая ее банальных достоинств; глаз видит и не узнает помещения: таинственные оттенки света среди убожества творят ослепительную гармонию.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑй революци таппине, унӑн талпӑнса килекен вӑйӗсене, чакса каякан хумӗсене, пытанчӑк юхӑмӗсене ҫав тери ҫивӗч сисӗмпе туякан ҫын пулнине ӑнланчӗ.

Он понял, что является человеком, который способен чрезвычайно тонко чувствовать пульс революции, ее приливы, отливы, подспудные течения.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Анчах ниепле те тытма май тупаймаҫҫӗ: питӗ пытанчӑк та, тирпейлӗ ӗҫлеҫҫӗ мурсем.

Только с поличным уловить не могут, хорошо подпольничают.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Таврари ҫинҫе те илтӗнми пытанчӑк сасӑсене туйма тӑрӑшса итлет вӑл: ҫав сасӑсене тӳсӗмлӗн те ачашлӑн пуҫтарсан, пурӑна-киле вӗсем, хӑйне ҫывӑх ҫынсемшӗн тутлӑ юратупа асапсен юрри пулса, тӗлӗнмелле илемлӗн янӑраса кайӗҫ.

Пытливо чуя и отыскивая те тонкие, неуловимые звуки, которые, собранные терпеливо и нежно, чудно зазвучат со временем близким сладкою песнью любви и страданий.

Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ун чухне вара вӑл унтан текех тӑрӑхласа кулас ҫук, Андрий унӑн куҫӗсенче те текех пытанчӑк виртлешӳ тӗсӗ курас ҫук.

И уже не будет шутить над ним, и в глазах ее он уже не встретит плохо скрытой насмешки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Старике текех кӗтесри чӳречерен ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫутӑ йӗр курӑнми пулчӗ, амӑшӗ Тая куҫӗсенче темӗнле пытанчӑк савӑнӑҫ пуррине асӑрхама пуҫларӗ.

Не видел больше старик в полуночные часы полоски света из углового окна, а мать стала замечать в глазах Таи плохо спрятанную радость.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шӑрӑх чи пытанчӑк кӗтессене те кӗрет, пӗтӗм чӗрчун ҫурт ҫивиттисем айне пытанать, шӑрӑхра аптӑранӑ йытӑсем те кӗлетсем айӗнче кахаллӑн ыйхӑласа выртаҫҫӗ.

Зной проникал в самые сокровенные уголки, все живое укрылось под крыши, и даже псы заползли под амбары и лежали там, разморённые жарой, ленивые и сонные.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Йӑваш та лӑпкӑскер, яланах пытанчӑк чунлӑскер, хӑйне кирек хӑҫан та виҫеллӗ тытаканскер, полкпа пӗрле вӑл Вешенскине пычӗ.

Смирный и тихий, постоянно пребывающий в тени, во всем умеренный, вместе с полком пришел в Вешенскую.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed