Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пысӑкрахскер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ершов курпунккинчен кӑшт кӑна пысӑкрахскер.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ыттисенчен пысӑкрахскер, вӑл хыҫалти парта хушшине кӗрсе ларчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ачасенчен пӗри, вунтӑваттӑ-вунпиллӗксенчи, ыттисенчен пысӑкрахскер, маларах тухрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсенчен пӗри, — ман вӑта пӳрнерен кӑшт пысӑкрахскер, улпучӗн пажӗ пулас, — ун шлейфне тытса тӑрать, ытти иккӗшӗ икӗ енче тӑраҫҫӗ.

Один из них — чуть побольше моего среднего пальца, повидимому паж, — держал его шлейф, а двое других стояли по сторонам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак самантра ман пата пӗр арҫын ача, Надюшкӑран самай пысӑкрахскер («Таҫта эп ӑна курнӑ пулас?»), пырса тӑчӗ те хулӑнрах сасӑпа: — Тархасшӑн ан ятлӑр ӑна! Пӗтӗмпех эпӗ айӑплӑ! — терӗ.

Тут же ко мне подошел какой-то парень, на голову выше Надюшки («Где-то я его видел?»), и произнес подчеркнуто серьезным баском: — Пожалуйста, не ругайте ее! Во всем виноват я!

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Юханшывӑн тепӗр енче Л. ятлӑ пӗчӗк хула, эпӗ пурӑнаканнинчен кӑшт пысӑкрахскер, вырнаҫнӑ.

На противоположном берегу находился городок Л., немного побольше того, в котором я поселился.

I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Фомин ҫыннисенчен пӗри, хӑйсен командирне намӑс кӑтартас мар тесе, тӑлӑх арӑм патне ывтӑнса пычӗ те ӑна карабин аврипе чышса яма тӑчӗ, анчах тӗреклӗ кӑна казак, кӗлеткипе унран икӗ пуҫ ҫӳллӗш пысӑкрахскер, хӗрарӑма сарлака хулпуҫҫийӗпе картласа хӳтӗлерӗ, шӑппӑн, анчах юнавлӑн асӑрхаттарса каларӗ:

Один из фоминцев, спасая посрамленную честь своего командира, подбежал к вдове, замахнулся прикладом карабина, но здоровенный казак, ростом на две головы выше его, заслонил женщину широким плечом, тихо, но многообещающе сказал:

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed