Шырав
Шырав ĕçĕ:
путсӗрлӗхе (тĕпĕ: путсӗрлӗх) more information about the word form can be found here.
Тӗлӗнетчӗҫ интернатра ӗҫлекенсем: «Кунашкал путсӗрлӗхе ӑҫтан вӗренсе килнӗ-ши ку этем, интернатран ниҫта тухса ҫӳремесӗр пурӑнсах?» — тетчӗҫ.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Эли, — сумлӑн, вӗрентсе калакан сӗмпе пуҫларӗ вӑл; самаях канӑҫсӑрланать, тусӗн йӗрӗпе хускалма хатӗрпе пӗрех, — эпир, шӗкӗр турра, санӑн ылханлӑ киммӳнте виҫӗ ҫул пӗрле сӗтӗрӗнсе ҫӳретпӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ, ырӑ ҫыннӑм, санӑн тӗлӗнтермӗшӳсене ҫителӗклех тӗпченӗ, анчах ҫакнашкал путсӗрлӗхе нихӑҫан та кӗтменччӗ!..
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ҫав ҫитменлӗхрен, шухӑш-кӑмӑл тивӗҫлӗхӗ енчен илсен, икӗ майпа ҫеҫ хӑтӑлма пулать: ҫын Али-Паша Янинский, Джеззар-Паша Сирийский, Мегемет-Али Египетский евӗр калама ҫук путсӗр, чӑтма ҫук ултавҫӑ пулсан — вӗсем Европа дипломачӗсене тата Аслӑ Наполеона (Джеззар) хӑйне те пӗчӗк ачасене улталанӑ пек улталанӑ, улталаса ҫав тери вӑйланса кайнӑ, вӑл вӑйланса кайнине пула ҫыннӑн пӗр лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлне те: каппайлӑхне те, хӑйне хисеплеттерме юратнине те, хӑй пуҫ пулса тӑрассине юратнине те, хӑйне хӑй юратнине те, нимӗне те хускатма ҫук; анчах ҫакӑн пек улталакан геройсем питӗ сахал, Европа ҫӗршывӗсенче вӗсем ҫукпа пӗрех, ҫак ҫӗр-шывсенче ҫав тери ӑста путсӗрлӗхе ҫыннӑн нумай лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлӗсем пӑсса тӑраҫҫӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
18. Унта ҫитӗҫ те ҫав ҫӗртен пӗтӗм ирсӗрлӗхе, пӗтӗм путсӗрлӗхе хӑваласа кӑларӗҫ.18. И придут туда, и извергнут из нее все гнусности ее и все мерзости ее.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1