Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуртӑпа (тĕпĕ: пуртӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫынӑнне япала вӑрланӑ тенине илтсен аллунти пӳрнӳсене хам пуртӑпа касатӑп тесе хӑратнӑ ӑна амӑшӗ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Суха пуҫӗн хӑрах туртине, ҫӗршӗннипе хуҫӑлнӑскерне, улӑштарать малтан, купташкасене пуртӑпа ҫапа-ҫапа пӗлтӗрхи тӑпраран тасатать, хӗрарӑмсем тем тӗрлӗ муталаса ҫыхса пӗтернӗ пӑркӑч-пӑявсемпе вуншар тӗвӗллӗ кантрасене каса-каса перет те тин ҫеҫ хӑй явнине ҫыхса пӑрать, вара тӑрӑ тӳпери хӗвел ҫине пӑхса илсе суха пуҫӗн кӗленче пек ҫуталса, якалса кайнӑ шӗшкӗ авринчен ярса тытать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пурӑна киле, тата темиҫе ҫултан, арӑмӑн турти, ҫурмаран пуртӑпа лачлаттарса татнӑн, кӗскелчӗ кайрӗ:

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамрӑксенчен пӗри, пуртӑпа лачлаттара-лачлаттара, тин кӑна касса ӳкернӗ ҫамрӑк юманран хуран ҫакмалли ӑсталать; тепри, чавса тӑршшӗ ҫӗҫӗ вӗҫӗпе ним шелсӗр шӑйӑрттарса, лаштра хурӑн хуппине кашӑртаттарсах сӗвет; виҫҫӗмӗшӗ хӑрӑк турать таврашне шартлаттара-шартлаттара хуҫать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Таврари эсрелсемпе кӳлӗ таврашӗнчи шыв шуйттанӗсене ватти-вӗттипех ура ҫине тӑратма шутланӑн, урине хӗстернӗ качака евӗр ихӗрет юрӑҫӑ; темле пульӑсем вшик! вшик! шӑхӑраҫҫӗ; пуртӑпа ҫапса кӗленче таврашне ватнӑн, шапӑрр, шапӑрр тӑкӑнать асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ вӑрманҫӑ ҫине; пӗтӗмӗшле анрашу лӑпланнӑ пекки пулсанах, куритесене ярса панӑ апата сыснасем вӑрҫа-вӑрҫа ҫинӗн, тем нӑриклетни, хӑрӑлтатни, шыва путнӑн пакӑртатни илтӗнсе тӑрать, вара эсрелсемпе шуйттансене астармалли, вӗсен хӳрисене чӑнк тӑратмалли мекеклетӳ тапранса каять.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсенчен пери — гипсран тунӑ палӑк пек шап-шура ӳтлӗ чиперкки — пуртӑпа касса чутланӑ евӗр мӑнӑ хӗрес ҫакса янӑ; кӑвайт тӗлкӗшет; арҫынсем калаҫса выртаҫҫӗ.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Акӑ пӗррехинче «Шуҫӑм» колхоз ҫыннисем машинӑпа та тракторпа, мотопӑчкӑпа та пуртӑпа — турра шӗкӗр, мотопуртӑ шутласа кӑларайман халлӗхе — килчӗҫ те пуҫларӗҫ вӑрмана… ҫулма.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫивчӗ пуртӑпа ҫӑкана вартанӑн туйӑнать вӑл сӑмахланине илтлесен.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шурӑмпуҫпа Юсуп пуртӑпа пӑчкӑ, хӑмасем илнӗ те пӳрт ҫумӗнчи уҫланка тухнӑ.

Help to translate

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Йытти мучие паллать, мӗншӗн тесен хӳрине такам пуртӑпа каснӑ хыҫҫӑн Хумкка ӑна сахал мар сипленӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паян киле таврӑннӑ чухне энӗшкассисем Якура тӗл пулчӗҫ те арӑмӗ старостӑпа десятскисене пуртӑпа чут ҫеҫ касса пӑрахманнине каласа пачӗҫ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пурри хӗрӗм валли юлтӑр. Хам кӗреҫепе те пуртӑпа туранӑ вӗлтӗрен е кӑшман ҫулҫинчен пӗҫернӗ яшкапа та пурӑнӑп», — тесе тӗв турӗ вӑл.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫырнине пуртӑпа чутлаймӑн.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫакӑнта хамах пуртӑпа касса пӑрахаттӑм.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан сӑнчӑр мӗн тарӑнӑш касса кӗнине сӑнасах тӑрать, пуртӑпа картнӑ сӑх тӗлне ҫите пуҫласан, юплӗ шалҫипе пӗтӗм вӑйран мекӗрленсе тӗкме тытӑнать.

Help to translate

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗр хӑравҫи тата ҫӗлен тесе пуртӑпа та лачлаттарнӑччӗ кабеле.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйне пуртӑпа хӑмсарма тӑнӑ пӗр ӳсӗре барак пусми ҫинчен вӑркӑнтарса ярсан, ҫав пуҫтахсем самаях лӑпланчӗҫ.

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман хурӑн шывӗ ӗҫес-ха, — терӗ те Ҫтаппан, ҫумӗнчи хурӑн айне тӑрса, ун вуллине пуртӑпа пӗр шит тӑршшӗ хӗреслӗн кач-кач! касса хӑпарчӗ, хуйӑра сӳсе валак турӗ, аяла алюмини курка вырнаҫтарса лартрӗ.

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Килелле каясшӑнччӗ, бригадир Матрюне Карпова, пуртӑпа чутласа тунӑ пек сарлака пит шӑммиллӗ хӗрарӑм, чарчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗри пуртӑпа касса яратчӗ…

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed