Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата манӑн паян вӑй та ытларах пек: санпа иксӗмӗр ӗнтӗ эпир партийнӑй ҫынсем…
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«…Партийнӑй кӗрешӳ партие вӑй тата пурнӑҫлӑх парать; партин вӑйсӑрлӑхне питех те уҫҫӑн кӑтартса тӑраканни вӑл — унӑн сапаланчӑклӑхӗ тата ҫивӗччӗн палӑртса хунӑ чикӗсене мӑкатни пулса тӑрать; парти хӑйне тасатнипе ҫирӗпленсе пырать»…
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсӗ авӑ епле — партийнӑй ҫынна пӑрса хӑвартӑн, партийнӑй маррине лартрӑн.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ман шутпа, партийнӑй ҫын малтан партийнӑй ҫыннах ӗҫе лартмалла пек.По моему разумению, партейный должен партейного вперед выставлять.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Коротченко юлташ килнӗ хыҫҫӑн организациленнӗ парткомисси заявленисем пӑхса тухса партийнӑй делосем йӗркелес тӗлӗшпе ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлеме пуҫларӗ.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпӗ, шӳт туса: — Ну, ывӑлӑм, халӗ ӗнтӗ эсӗ «пӑртакҫӑ партийнӑй»! — терӗм.Я, в шутку сказала: — Ну, сынок, теперь ты «немного партийный»!
Комсомолец // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Фактически партийнӑй коммунист пулса тӑратӑп, — мӑнкӑмӑллӑн ответлерӗ Воробейка.— Фактически являюсь партейным коммунистом, — с гордостью ответил Воробейко.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫапла ҫав пӑхатӑп-пӑхатӑп та эпӗ, темшӗн-ҫке, ҫавӑн пек партийнӑй ҫынсем часрах пӗтеҫҫӗ вӑрҫӑра.Да-а, как посмотрю я, так все больше вот такие партийные люди и погибают скорее всех на войне.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ахалех партийнӑй ҫын пек вӑл, ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑ, — терӗ Умрихин ӑна хирӗҫ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫапла, партийнӑй ҫынччӗ ҫав вӑл та, — йывӑррӑн сывласа илчӗ Умрихин та, — пирӗн Семён Дегтярев пек.— Да, тоже был партийный человек, — вздохнул и Умрихин, — как наш Семен Дегтярев, покойничек.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ак, сӑмахран, пире илер: ман шутпа, пирӗн ҫемье партийнӑй.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Санӑн ман партийнӑй звание хисепленипе кӑна та пулин парӑнмаллаччӗ хуть!— Ты хоть из уважения к моему партийному званию поддался бы!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫапла каларӑм эп ӑна ун чух: «Эсир партийнӑй ҫын, мӗн тесен те, — терӗм, — хай, мӗн калас, сирӗн ҫакна пӑхса тухмаллах — мӗн ҫырса тултарнӑ вӑл унта», — терӗм.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1