Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паманнишӗн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫыхӑнушӑн та мар-ха, партизан ҫинчен пӗлсен ӑна тытса паманнишӗн те вилӗм кӗтетчӗ.

Даже не за связь, а за то, что знал о партизане и не выдал его.

Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эсӗ ыйтнине эпӗ тума килӗшетӗп, маттур яш, анчах аттесен законӗн хаярлӑхӗ сана пурнӑҫ хӑварма май паманнишӗн хытӑ кулянатӑп…

— Я согласен исполнить твою просьбу, мужественный юноша; мне прискорбно, что суровость закона наших предков запрещает мне сохранить тебе жизнь, как ты этого заслуживаешь…

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тӑшман пӗр минутлӑха та канӑҫ паманнишӗн ҫилленсе, Вук чикарккӑна ывӑтса ячӗ.

Вук бросил папиросу, злясь, что даже на миг не дают передышки.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Чиркӳ священниксене авланма ирӗк паманнишӗн питех те кӳренмелле ӗнтӗ.

Мне кажется, нужно жалеть о том, что церковь запрещает священникам жениться.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Ӑна тахҫанах арӑслансемпе леопардсем тытса ҫурнӑ, ҫак тискер кайӑксем мана ӑна тавӑрма май паманнишӗн ҫеҫ кулянатӑп эпӗ.

 — Его давно растерзали львы и леопарды, и я жалею только о том, что дикие звери отняли у меня возможность отомстить ему.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӗсем ӑна хӑйсен шанчӑкне тӳрре кӑларнӑшӑн, вӗсем суйланӑскер, вӑл вӗсенчен малта пынишӗн, хӑйсен ӗҫлес килмен чухне вӑл вӗсене ирӗк паманнишӗн, хӑшпӗрисенчен вӑйлӑрах пулнишӗн тата инҫерех курнишӗн, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн вӗсене хирӗҫ кӗрешӗве тухса тӑрӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ пек туйӑнать.

Казалось, они благодарили за то, что он оправдал их доверие и, выбранный ими, пошел впереди их, не уступил им в минуты их слабости, оказался сильнее и дальновиднее некоторых, вступил в борьбу с ними и сумел одо-леть их косность ради их же блага.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Морфий паманнишӗн ҫилленетӗн-и мӗн?

Сердишься, что нe дали морфий?

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed