Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлле the word is in our database.
кӗлле (тĕпĕ: кӗлле) more information about the word form can be found here.
Анчах манӑн чиркӗве ҫӳремелеччӗ, шӑматкунсерен — ҫӗрлехи кӗлле, праҫниксенче — кӑнтӑрлахи кӗлле.

Но я обязан был ходить в церковь; по субботам — ко всенощной, по праздникам — к поздней обедне.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ирхи кӗлле кӗриччен пӗрер сехет маларах.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла пулса тухнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхпа ҫирӗпленме пуҫланӑ туслӑх арканма пултарасса, пачах пӗтсе ларасса, е тата ытларах иккӗшӗн хушшинче аталанма тытӑннӑ туйӑм, ӑна, тен, ӗненме те кирлӗ мар, ҫухаласса, кӗлле вӗҫсе кайса сапаланасса Ирина питӗ аван ӑнланать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫавӑнпа та ҫав кӗлле эпӗ те каласа пӑхатӑп, — тет вите тӑрринче сиксе аннӑ Ванюк.

Help to translate

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

90-мӗш псалома, ҫар ҫынни пулса асап тӳснӗ Иоанн ҫветтуя йӑлӑнмалли кӗлле кашни кун ҫурта ҫутса вуларӑм.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Эс мӑнастирте кӗлле кайма вӗреннӗ пуль? — тет асли.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӑнастире кӗлле ҫуран каякансемпе ертсе ячӗ.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑтаймасӑр: — Мӑнастире кӗлле кайма юрать-и? — тесе ыйтрӑм карчӑкран.

Help to translate

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чиркӗве килекенсем кӗлле каймасӑр эпир юрланине итлетчӗҫ.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир курӑк ҫинче ҫынсем кӗлле килнине пӑхса ларатпӑр.

Help to translate

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каҫхи кӗлле чан ҫапа пуҫларӗ.

Help to translate

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Хапӑл турех пулӗ-ха Турри ман кӗлле, — палӑри-палӑрми сывлакаласа хӑйне пӑртак та пулин лӑплантарасшӑн пулчӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пӗтертӗн эсӗ ман пуҫа, шӑп кашни кун кӗлле кӗнӗ вӑхӑтра пымастӑн.

Help to translate

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кӑнтӑрлахи кӗлле кӗрет, нумай ҫывӑрнӑ-ҫке эпӗ, — терӗ вӑл хӑвӑрт тӑрса ларса, ҫавӑнтах паян шкулта вӗренмелли кун маррине, ачасене мункун эрнине каникула янине аса илчӗ те каллех выртрӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӑнтӑрлахи кӗлле кӗриччен, ҫитсе, ача ятне ҫыртармалла.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи кӗлле кӗме чан ҫапрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килне таврӑнсан, Татьяна юмӑҫ хушнисене аса илсе, аякри кӗлле кайса асӑнма шут тытрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аякри кӗлле кайса ҫурта лартӑр…

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атьӑр-ха, тархасшӑн, кӑнтӑрлахи кӗлле кӗриччен, пӗрер стакан чей те пулин кайса ӗҫер.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кремль картишне пысӑк чан ҫакса хунӑ пулать, ӑна кӗлле кӗнӗ, кӗлӗрен тухнӑ чухне мар, вӑхӑта пӗлтерсе ҫапаҫҫӗ тет.

Help to translate

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed