Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлекен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак вӑхӑтра Павӑл хӑлхине темле палламан, анчах чун ытла та кӗлекен юрӑ кӗвви сӗртӗнсе иртрӗ, хыҫҫӑнах сӑмахӗсем те уҫҫӑнах илтӗнчӗҫ; хӗрӗнкӗ арҫынна тухатлакан юрӑ пӳлӗме радиоприемникран юхса саланать иккен:

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах чун кӗлекен, ыйтакан пултарулӑх «йывӑҫне шӑварас», папкине йӑл илтерес тӗллевпе ҫирӗпрех тӗвӗ тӗвӗлеме, хӑюллӑрах утӑмсем тума вара шӑпах вӑхӑт.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, тӑруках «кӗлте урапи пуслӑхӗпех» пусӑрӑнса илсе, тӳрех нимӗн те хуравламарӗ: таҫтан инҫех те мар катаран, шыв-шурлӑ иртнинчен, сулхӑн, хура ҫилсем вашлатса-«хашлатса» илчӗҫ тейӗн; тӗксӗм, шӗшкӗ кӑчки пек йӳҫек, амӑш евӗкӗсӗр ачалӑха «куракан» куҫӗсене вӗри куҫҫуль те хупласа хурасшӑн пулчӗ, вара каччӑ, чунне хытарса, хуравне ҫӑмӑлрах, чун кӗлекен япалапа сӑлтавлама шутларӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed