Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрашкаласа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫавна кура Аркадий те тӑп чарӑнчӗ те вӑрт сулахаялла сулӑнчӗ, кӗпер карлӑкӗ урлӑ аялалла тимлерӗ — хумханса, пӑтранса, авӑр евӗр хӑмпӑланса тӑракан шывра, пӗр вырӑнта, сарӑ квадрат майлӑрах лаптӑк палӑри-палӑрми мӗлкеленсе ҫуталкалать, тачка пӑяв пек хумсем, унран уйрӑлса, авӑнчӑк-пӑрӑнчӑк ункӑлана-ункӑлана, пӗр-пӗрин ҫине йӑвалана-йӑвалана, утлана-утлана, шуйхӑнсах аяккалла йӑпӑртатаҫҫӗ, йӑкӑр-йӑкӑр кусаҫҫӗ; сарӑ «квадратпа» юнашарах, хӑйне путма памасӑр: «Пулӑшӑ-ӑ-ӑр!» тесе пыр тулли тӑвӑнса кӑшкӑрашкаласа, ӗҫ ҫи-пуҫлӗ темле арҫын халсӑррӑн тапӑлтатать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Урамра пӗр-пӗринпе кӑшкӑрашкаласа пӑшаллӑ боецсем чупаҫҫӗ.

По улице, перекликаясь, бежали бойцы с оружием.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed