Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун хыҫӗнчен пӗрер пӑта яхӑн туртакан тӑваткал кизексем ҫӗре тӳплетсе ӳкрӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн ҫӳҫӗ кӑвакпа пӗветнӗ шурӑ тутӑр айӗнчен тӑрмакланса тухнӑ (ыран хутма халь анчах вӑл кӑмакана кизексем хунӑ); ҫара ури ҫинчен тӑхӑнса янӑ атти, лӑкӑштатса, картишӗнче акӑш-макӑш ҫара шӑтнӑ курӑка ҫемҫен таптаса пырать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл кизексем ҫурса тултарчӗ те пахчара вир пӑтти пӗҫерчӗ, йӑшса кайнӑ вӑлта ҫипписене васкаса ҫӗнӗрен ҫыхса тухрӗ.Он наколол кизяков и сварил в огороде пшенную кашу, наскоро перевязал отопревшие завязки крючков.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Амӑшӗ саппунӗпе кизексем ҫӗкленӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1