Шырав
Шырав ĕçĕ:
каҫчченех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ку ҫурт иртен пуҫласа каҫчченех кӗрлесе тӑратчӗ; ҫӗвӗ ҫӗлекен хӗрарӑмсен машинисем таттисӗр чӑштӑртатаҫҫӗ, оперетка хористкисем сассисене тӗрӗслеҫҫӗ, студент хӑйӗн басӗпе гаммӑсене юрлать, ӗҫсе супса ӑсран тухса каяс патнех ҫитнӗ актёр шавлӑн сӑвӑсем калать, ӳсӗрӗлсе кайнӑ проституткӑсем ним майсӑр ҫуйӑхаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Сана юрать пулсан, кил-ха ман пата, ирпеле, иртерех, — эпир вара каҫчченех Франкфурт таврашӗнчи вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳрӗпӗр…
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Столовӑйра хӗллехи вӑхӑтра кӑна кӑшт сывласа яма пулать – килекенсем сахалрах, хӗрӳ тапхӑрта – ҫурхи ака, вырма вӑхӑтӗнче – каҫчченех плита умӗнче, хирте тӑрӑшакансене 3 хутчен вӗри апатпа тивӗҫтермелле.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Страницăсем:
- 1