Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяканнисемпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Малашне вара тискер чӗрчунсен сукмакӗпе ута пуҫларӑмӑр, вӗсем пур еннелле те пӑрӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ку йӗрсемпе пур чухне те усӑ курма ҫук, хамӑра кирлӗ еннелле каяканнисемпе ҫеҫ тӗшмӗрткелесе пыратпӑр, ытти самантсенче чуххӑмах, ҫулсӑр-сукмаксӑрах, утатпӑр.

Встречались нам и зверовые тропы; мы пользовались ими, пока они тянулись в нужном для нас направлении, но больше шли напролом.

Уссури пантери // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 23–26 с.

Вагона ҫӗнӗ пассажирсем — командировкӑна каяканнисемпе красноармеецсем кӗрсе тулнӑ.

Вагон наполнили новые пассажиры — командированные и красноармейцы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑсатаканнисем каяканнисемпе сывпуллашнӑ вӑхӑтра, ӑсатаканнисем вакунра пулнӑ чухне, Мажаров лара-тӑра пӗлмерӗ, хӑйне ӑшӗнче тусӗсене чӗнменшӗн вӑрҫрӗ, ятларӗ, — вӗсем ӑна ҫул ҫине ӑшӑ сӑмахсем калатчӗҫ, аллине хыттӑн тытса чӑмӑртатчӗҫ.

Пока длились прощальные минуты и провожающие оставались в вагоне, Мажаров не находил себе места, ругая себя в душе на то, что лишился напутственных дружеских слов и рукопожатий.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed