Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каютинче (тĕпĕ: каюта) more information about the word form can be found here.
Пӗртикӗс куҫса пыракан пароходӑн хупӑ каютинче ларакан пассажирсем машина шавланине илтмесен хӑйсем куҫнипе куҫманнине пӗлмен пулӗччӗҫ (пристань патне пынӑ чухне машина ӗҫлеме чарӑнсан вара час-часах йӑнӑшаҫҫӗ).

Help to translate

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Биче Гезӑн «ултав мелӗ» пирки каланӑ сӑмахӗсем вӑл ҫак ҫын тӗлӗшпе мӗн шухӑшланине ҫав тери уҫӑмлӑн кӑтартаҫҫӗ; халӗ капитан каютинче хӗр портречӗ пурри маншӑн хӑйӗн тӗксӗм енне ҫухатрӗ ӗнтӗ.

Слова Биче о «мошеннической проделке» Геза показали ее отношение к этому человеку настолько ясно, что присутствие в каюте капитана портрета девушки потеряло для меня свою темную сторону.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гез каютинче паллӑ мар хӗр портречӗ…

В каюте Геза стоял портрет неизвестной девушки.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ӗҫ майлашнӑшӑн савӑннине пӗлтерчӗ; эпир кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехетре «Хумсем ҫинче чупакан» каютинче тӗл пулма килӗшсе татӑлтӑмӑр, — хам эпӗ унта чылай маларах ҫитме тӗв турӑм.

Он был рад услышать, что дело слажено, и мы условились встретиться в четыре часа дня на «Бегущей по волнам», куда я рассчитывал приехать значительно раньше.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ыйтса пӗлсе Геза капитан каютинче шыраса тупрӑм.

Справясь, я разыскал Геза в капитанской каюте.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫак сӑмахсене калани те тӗлӗнтерет, — хӑйне хӑй пӳлчӗ Филатр, — эпӗ вара вӗсене ҫыратӑп та: «… карапӑн каютинче пӗр-икӗ рейс тума хирӗҫ мар. Гарвея пулӑшсан эпӗ сирӗн умӑрта пысӑк парӑмлӑ пулатӑп. Сирӗн ҫав тери кӑмӑллӑ мӑшӑрӑрӑн сывлӑхӗ халӗ кулянтармасса шанатӑп. Тархасласа…» — тата малалла та, — вӗҫлерӗ те Филатр конверта адресӗн сарлака йӗркисемпе хупласа хучӗ.

— Как странно произносить эти слова, — перебил себя Филатр, — а я их даже пишу: «… каюте корабля «Бегущая по волнам«, который принадлежит вам. Вы крайне обяжете меня содействием Гарвею. Надеюсь, что здоровье вашей глубоко симпатичной супруги продолжает не внушать беспокойства. Прошу вас…» — … и так далее, — прикончил Филатр, покрывая конверт размашистыми строками адреса.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эсир вара пирӗнпе пӗрле хитре шурӑ хӗрарӑма хӑваратӑр; Стерс музунгу ӑна хӑйӗн каютинче пытарса усрать.

Но вы оставите нам белую красивую женщину, которую музунгу Стерс прячет в своей каюте.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Хальхи вӑхӑтра ромпа усал «Испаньола» каютинче мӗн хӑтлантарни ҫинчен шухӑшланӑ хушӑра, эпӗ хамӑн челнока сасартӑк темӗн япала тӗртнине туйрӑм.

Размышляя о том, что сейчас вытворяют ром и дьявол в каюте «Испаньолы», я с удивлением почувствовал внезапный толчок.

XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

«Испаньола» каютинче те начар мар-ҫке: хӗҫпӑшалсем нумай, вӑрҫӑ хатӗрӗсем нумай, ӗҫме-ҫиме нумай, чаплӑ эрехсем те нумай.

Ведь в каюте «Испаньолы» тоже неплохо: много оружия, много боевых припасов, много провизии, много превосходных вин.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ капитан каютинче пурӑнасшӑн, мана вӗсен ӗҫме-ҫимисем, эрехсем кирлӗ, — терӗ вӑл.

Я хочу жить в капитанской каюте, мне нужны ихние разносолы и вина.

XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах вӑл ӗҫсене пӑрахут каютинче тума май пулман: ҫырса пынисем, кӗнекесем, коллекцисем — ал айӗнче ҫук…

Но этого нельзя было сделать здесь, в каюте парохода: не было под рукой нужных записей, книг, коллекций…

Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Анчах вӑл ҫӳле хӑпарма васкаман, вӑл капитан каютинче хӑйӗн юнланса пӗтнӗ хӗҫӗ ҫине тирӗнерех тӑнӑ, вӑл хӑй умӗнче чӗркуҫленсе тӑракан Айше еннелле ӳрӗк-сӳрӗккӗн тенӗ пек, аллине тӑснӑ, лешӗ вара ӑна хисеплӗн чуптунӑ.

Он не спешил показаться, его нашли в кормовой каюте; он стоял, опершись одной рукой на окровавленную саблю капитана, и с рассеянным видом протягивал другую руку своей жене Айше, которая целовала ее, стоя на коленях.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Вӗсем хыҫҫӑн карап священникӗ хӑпарчӗ, вӑл карап тапранса кайнӑранпах офицерсен каютинче кӗлӗ туса ирттернӗ пулнӑ.

За матросами шел священник корвета, с самого отплытия судна не перестававший молиться в офицерской каюте.

VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тухтӑр каютинче, сӗтел хушшинче, Ермолин медицина акчӗ ҫырса ларать.

В докторской каюте сидел за столом Ермолин и писал медицинский акт.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл, ҫак статьяпа хавхаланнӑскер, хӑйӗн каютинче ларать, уҫса пӑрахнӑ чӳрече витӗр курӑнакан ҫыран мӗнле шуса иртнине те асӑрхамасть.

Взволнованный этой статьей, он сидел у себя в каюте и не замечал берега, плывущего перед раскрытым окном.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Кунсӑр пуҫне, — тетӗп эпӗ, — капитан каютинче эпир мӗн те пулин кивҫенле илме пултарнӑ пулӑттӑмӑр.

— А кроме того, — говорю я, — мы могли бы позаимствовать что-нибудь стоящее из капитанской каюты.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Телее пула Билль Галлей каютинче кивелсе вараланнӑ секстант тупӑнчӗ, унпа мӗнле пулсан та усӑ курма пулать.

К счастью, в каюте Билля Галлея нашёлся грязный старый секстант, которым всё-таки можно было пользоваться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Капитан кунӗ-кунӗпе хӑйӗн каютинче питӗрӗнсе ларнӑ пирки те, вӑл унта кашни кун ӑсран тухиччен ӗҫсе тултармасан, нимӗн хирӗҫмелли те ҫук.

Ничего нельзя было бы возразить против того, что капитан целые дни проводил взаперти в своей каюте, если бы он не напивался там ежедневно до бесчувствия.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пассажиркӑсене хӑйӗн каютинче вырнаҫтарас шухӑш Билль Галлейӑн асӗнче те пулмарӗ.

Биллю Галлею не пришло в голову уступить свою каюту пассажиркам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ученый-географ тенӗ пекех хӑйӗн каютинче питӗрӗнсе ларать.

Учёный-географ сидел почти всё время запершись в своей каюте.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed