Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капашакан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем ҫинче тӗрлӗрен ӗҫ хатӗрӗсем темӗн чухлех: пӗчӗкҫеҫ мӑлатукран пӗр метр еннех капашакан савапа урапа тӗнӗлӗ шӑтармалли пӑра таранах пур кунта.

Help to translate

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Ҫитмӗлелле капашакан Ҫтаппан Кӗркурийӗ, вӑрҫӑ суранӗсем амалансах пынипе, ҫулсен йывӑрлӑхӗсем хулпуҫҫийӗ ҫине кирпӗчсен йывӑрлӑхӗпе пыра-пыра выртнипе кукӑрӑлса ларнӑскер, кӑххӑмлатса шакла пуҫне шӑлкалать, кӑвакарнӑ сухалне якаткалать.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed