Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вара ӑна итленҫи туса ӑшӗнче унран кулса пурӑннӑ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Вӗренессе эпӗ питӗ сахал вӗрентӗм, мӗншӗн тесен, маларахах каларӑм ӗнтӗ, юлташсенчен кая тӑрса юлнӑччӗ, вӗсене хуса ҫитме пӗччен пултарайманнипе мӗн вуланине юри кӑна итленҫи тата ӑнлананҫи турӑм.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр Соня кӑна, итленҫи пулса ларса, хӑйӗн шухӑшне путнӑ: ниепле те ӑнланса илеймен вӑл, мӗншӗн-ха ӑна Виктор пӗр хут та пулин ӑсатса ямарӗ, Иринӑна кашни каҫ чӑх фермине ҫитиех ӑсатса ярать.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗнчери революци пирки мӗнле сас-хура пур? — Лушка чавсаланса ларчӗ, питне-куҫне ҫак калаҫӑва тивӗҫлӗ пек улӑштарса, тимлӗн итленҫи турӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр вӑхӑтра вӑл ҫӑварне те уҫрӗ, темскер хирӗҫлесшӗн пулчӗ курӑнать, анчах та Валька хӗрӳллӗн, ҫилӗллӗн ун патнерех пычӗ, профессор вара, итленҫи пулса, ҫӑварне хупрӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1