Шырав
Шырав ĕçĕ:
гостинӑйсене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Дворянсем патриотизм ҫинчен, тӑван ҫӗршыва юратни ҫинчен кӑшкӑрнӑ, тӗрӗссипе илсен, вӑл акӑ мӗн патне илсе пынӑ: ун чухнехи ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх «гостинӑйсене патриотсем пырса тулнӑ, хӑшӗ табак енчӗкӗнчен француз табакне силленӗ те, вырӑс табакне шӑршлама пуҫланӑ; хӑшӗ лафита пӑрахса вырӑсла купӑста яшкине ҫиме пуҫланӑ. Мининпа Пожарский ҫинчен калаҫма пуҫланӑ, халӑх вӑрҫи ҫинчен сӳпӗлтетнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсем инҫетри Саратов патӗнчи ялсене тарса кайма хатӗрленнӗ… Халӑх ополченийӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ хушӑрах ҫара ватӑ, чӑлах, ырӑ мар хӑтланакан ҫынсене панӑ».
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ылтӑн ҫамрӑксем тени, офицерсем, Париж ҫыннисем тата эпир, ҫав мӗнпур господинсем, вӑтӑр ҫулхи аскӑнсем, тап-таса ҫӑвӑнса, хырӑнса, хамӑр ҫине духи сапса, аялтан таса кӗпе-йӗм, ҫиелтен е фрак, е мундир тӑхӑнса яратпӑр та гостинӑйсене кӗретпӗр, балсене — тасалӑх эмблеми — каятпӑр, — ытарайми илем!..
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хамӑн пӳртӗм, хамӑн вӑрманӑм, хамӑн юратӑвӑм вырӑнне ҫав гостинӑйсене, ҫав аялтан ют ҫын ҫивӗтне чиксе янӑ, ҫӳҫне помада сӗрсе тултарнӑ хӗрарӑмсене, ҫав килӗшӳсӗр пӑркаланакан тутасене, ҫав пытарса хунӑ тата пӑсса пӗтернӗ вӑйсӑр ӳт пайӗсене, ҫав гостинӑйсенчи калаҫу текен, анчах ҫапла теме нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук сӳпӗлтетӳсене куҫ умне тӑратсанах эпӗ чӑтма ҫук йӗрӗнетӗп.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Страницăсем:
- 1