Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтрах санатори хуҫи Фабиан господинран ниепле те хӑпма пӗлмерӗ, пӗрехмай телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ, кӑшкӑрчӗ, пӑхӑртан тунӑ пӗчӗк ача «ҫут тӗнчери мӗнпур ачасенчен ҫивӗчрех те тӗреклӗрех сӑнлӑ» пулмалли, ӑна хӑвӑртрах туса пӗтермелли ҫинчен каларӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Эпӗ господинран вӑл мӗскер каланине ыйтасшӑн, — мӗнле сӑмах каларӗ вӑл?— Я желаю спросить господина, что такое, — какое он слово сказал?
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пыр, господинран кайса ыйт! — аллине сулнӑ Ли Цин-шань.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хаҫат хыҫӗнчен ман ҫине кӑсӑкланса пӑхакан господинран эпӗ вӑтантӑм, апла пулин те кондитерскинче мӗнле йышши кукӑльсем пур, ҫавсене суйласа илсе, пӗр сакӑр кукале питӗ хӑвӑрт ҫисе ятӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тата тепӗр ырӑлӑх ҫинчен ыйтатӑп эпӗ хамӑн господинран: кӗсменҫӗсене тыткӑнри ҫынсем хушшинчен суйласа илме ирӗк парсамӑр мана.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Акӑ тӗлӗнтермӗш, Аннет, хӑвӑртрах чӗркуҫленсе лар та ырӑ господинран пиллӗх ыйт.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Праскухин Гальцин княҫе, ҫак морякпа мӗнле паллашни ҫинчен ӑнлантарса панӑ май, вӑл моряк ҫапӑҫусенче калама ҫук харсӑр этем пулни ҫинчен пӑшӑлтатса пӗлтерсен, Гальцин князь, ӗнер каҫхине ҫеҫ 4-мӗш бастионра пулнӑскер, хӑйӗнчен пӗр 20 утӑмра бомба ӳксе ҫурӑлнине курнӑскер, хӑйне хӑй те ҫав господинран каях мар харсӑр этем вырӑнне хурса, паттӑрла ӗҫ тумасӑр чапа тухакансем те пайтах тӗл пулаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ пирки, Сервягин ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫав господинран унӑн хӗрача ҫуралчӗ, ӑна Гильотина ятлӑ турӗҫ, манӑн ҫав хӗрачапа ыран ирхине паллашма тивет пулас.
I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах ҫак лӑпкӑ ҫын мӗн пурӗ те гагарӑсем ҫеҫ тыткалани ҫинчен Фридриксон господинран илтсе пӗлсен, вӑл мӗнле сунарҫӑ пулма пултарнине тин ӑнланса илтӗм.
XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Атте юланутпа чаплӑ ҫӳретчӗ тата Рери господинран чылай малтан чи чурӑс лашасене алла вӗрентме пултаратчӗ.Он был отличный ездок — и умел, гораздо раньше г. Рери, укрощать самых диких лошадей.
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Шеф-полицай господинран приказ пур.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кунта интереслӗ япала нимех те ҫукчӗ; анчах кӑтартаканни мана питӗ сӑпайлӑн ӑсатса ячӗ, вара алӑк патӗнче тӑракан ҫынсене ман ҫине кӑтартрӗ те: «Ыйтӑр-ха господинран, пӑхма аван-и, аван мар-и? Кӗрӗр, кӗрӗр, пӗр франк ҫеҫ тӳлемелле!» — терӗ.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Унӑн та пуҫӗ ҫавра, пичӗ те ҫавра, апла пулин те, вал ыттисенчен, калӑпӑр, Вэй господинран витӗмлӗрех пек туйӑнать.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Сашенька господинран хӑтӑлма шутланӑ; анчах вӑл туртӑннӑ май аллине господин кӑкӑрӗ ҫумне ҫапӑнтарнӑ та, ҫепӗҫ господин сехечӗ тротуар ҫине ӳксе янӑраса кайнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн чух эпӗ ӗлӗкхи улпутран, Абросимов господинран, ҫак хӑлтӑрккана ыйтса илсеттӗм.Я тогда у старого помещика, господина Абросимова, эту халупу выпросила.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
- 1