Шырав
Шырав ĕçĕ:
гергесейсен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
7. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, 8. вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана ханаансен, хетсен, аморрейсен, евейсен, иевусейсен [тата гергесейсен, ферезейсен] ҫӗрне — Турӑ аҫусене тупа туса сана пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ҫакӑ уйӑхра ҫапла кӗлӗ ту; 6. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ вара Ҫӳлхуҫана пултӑр — уяв ту; 7. ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫимелле, сан патӑнта йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар, санӑн мӗнпур ҫӗрӳнте те йӳҫӗлле ҫӑкӑр пулмалла мар.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп: 19. ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен, 20. хетсен, ферезейсен, рефаимсен, 21. аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1