Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерет (тĕпĕ: вӗҫтер) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑрӑнакан винт винтла суднӑсене иштерет, самолетсене вӗҫтерет.

Help to translate

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

— Вӑт халь тӗрӗсех каларӑн, — Степӑна кӗтмен ҫӗртан ҫамкинчен чуптуса илет те ҫил пек тухса вӗҫтерет аппӑшӗ.

Help to translate

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Хӑш чух: «Ку тӑвӑр мӑрьере мӗн-ма нушаланатӑп ҫак эп?» — тесе тарӑхать курӑнать те тухса вӗҫтерет таҫталла.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вихтӗр, «таҫта акса-тӑкса хӑварнӑ пулас» тенине илтсен, хӑпӑл-хапӑл тумланать те урамалла тухса вӗҫтерет.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Такси, вӑрт ҫаврӑнса, каялла вӗҫтерет.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑнкӑрч, каялла сиксе тухса, йӗлтӗрӗпе туйисене илет те ҫаврӑнса пӑхмасӑр вӗҫтерет килнелле, кӗҫех мамӑк пек ҫемҫе юр ҫине паштах кӗрсе ӳкет.

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Картишӗнчи юра кӑштах ҫил вӗҫтерет.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине, сивӗ ҫил вӗҫтерет, аякра мар вӑрҫӑ пырать, — Хумккана лӑплантарать Ҫимун.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асар-писер пульӑсем шӑхӑрнине пӑхмасӑр, машина патне шуса ҫитет те ҫак, кабинӑна ларса, вӗҫтерет кӗпер еннелле.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкки вара часах кӗтӳ килессине те манса каять — вӗҫтерет ҫырманалла тӳрех Укань патне, васканипе ура хырӑмӗсене вӗлтӗрен чӗпӗтнине те туймасть.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, ҫуллен путевка илет те кӑнтӑр енне вӗҫтерет.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Тепӗ куннех, автобус ҫине ларса, района тухса вӗҫтерет.

Help to translate

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Унтан, шӑлаварне хыҫалтан тытса, ҫырманалла вӗҫтерет.

Help to translate

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юнашарах, вунӑ-вуникӗ утӑмра, тепӗр юман ун еннелле пуҫне таять, вӗсенчен инҫех мар ларакан ҫап-ҫамрӑк юман сарӑ ҫулҫисене сывлӑшалла вӗҫтерет.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫумӑр ҫӑвать е ҫил тӑман вӗҫтерет — вӗсен пурпӗр ҫула тухмалла.

Help to translate

Почтальон тухать ҫула – кунсерен сумка йӑтса // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d0%bf%d0%b ... %bc%d0%ba/

Ӗҫне вара пит лайӑх пӗлет пулмалла шоферӗ, машинне вӗҫтерет кӑна, умри автобуссенчен, грузовиксенчен, тепӗр хут ҫӑмӑллисенчен те ҫил пек иртсе каять.

Help to translate

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Акӑ ӗнтӗ вӗҫтерет халь Мӗтри.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унччен маларах вӗсен пурнӑҫӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ: Шупашкарти пасарта Алиса улма-ҫырла сутакан пӗр этемпе паллашать те унпа пӗрле кӑнтӑралла вӗҫтерет.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ман ҫине юр вӗҫтерет, — теҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Харлаттарма чарӑн тесе янахӗнчен тӗртетӗн те — тӳрех тарӑхса каять, тӳшеке-минтере ҫӗклесе мунчана уттарать е кӳршӗри кинеми патне вӗҫтерет, — яланхи пекех янравлӑн кулчӗ Улькка.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed