Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫерӗнсе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Унччен те пулмарӗ — качака хӑрушӑ сасӑпа ҫухӑрса ячӗ, ача аллинчен вӗҫерӗнсе, шалалла тапса сикрӗ.

Help to translate

Каллех качака // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Колхоз лашисем хушшинчи тихасене курчӗ те хайхи Сынок ача аллинчен вӗҫерӗнсе сиккипе ярӑнтарчӗ вӗсен еннелле.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Халӗ хӑшӗ-пӗри Миргалим хӑех кӑларса ӳкернӗ, браслечӗ вӗҫерӗнсе каякан пулнӑ тенине темиҫе те илтнӗ теҫҫӗ…

Help to translate

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗтӗм ялӗпе йытӑсем вӗреҫҫӗ, урса кайнӑ тейӗн вӗсем, сӑнчӑрӗсенчен вӗҫерӗнсе, урама чупса тухасшӑн.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Акӑ вӑл, ташланӑ чухне хӑлхаран вӗҫерӗнсе ӳкнӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Тен, хӑй вӗҫерӗнсе кайнӑ, Мавра аппа?

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫын чӗлхине килекен, ун ҫӑварӗн ҫекӗлӗнчен вӗҫерӗнсе тухакан сӑмахсем — этемӗн иккӗмӗш паспорчӗ, унӑн иккӗмӗш сӑн-сӑпачӗ.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аран-аран вӗҫерӗнсе тартӑм.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ваҫли ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, кравать ҫине анса ларчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ вӗҫерӗнсе тарма ӗлкӗртӗм те, ман ҫине элеклеме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михӗ Платун аллинчен вӗҫерӗнсе ӳкрӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ ҫул каярах йывӑр пичкене трюмран кӑларнӑ вӑхӑтра, ӑнсӑртран алӑран вӗҫерӗнсе, аялтан пӑхса тӑракан Матӗрне упӑшки ҫине персе аннӑ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахал курнӑ-и Лена хӑй те: пускӑча чӗртнӗ чухне чӗн пӑяв вӗҫне ҫыхнӑ патак ӑнсӑртран алӑран вӗҫерӗнсе каять те каялла ҫаврӑннӑ чухне ай-ай мӗнлерех тивертсе хӑварать.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Анчах унӑн вӗҫерӗнсе кайнӑ чӗлхи «хапхана» кӗресшӗн пулмарӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Ури вӗҫерӗнсе кайнӑ та, сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑрать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юман Дубов посадкӑри пӗр пӗчӗк юмана ҫӑлса илнӗ те эхлетсех туртать, алли вӗҫерӗнсе кайнипе каялла кайса ӳкет, тӑрать те каллех тапаҫланать, ӳкет, тӑрать те йывӑҫ патне ыткӑнать.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Картлаттарса тросран вӗҫерӗнсе кайнӑ кӗреш юман сулӑмпа трактор кабинине тӑрӑслаттарать.

Help to translate

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманран вӗҫерӗнсе тарчӗ.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑм вӗҫерӗнсе тухрӗ, аллине ҫивӗч сенӗк епле лекнине хӑй те ӑнланмарӗ.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Е-е-пле-е-е-е?! — кӑшкӑрсах ячӗ председатель, конюх аллинчен лаши чутах вӗҫерӗнсе тармарӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed