Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗҫенкайӑксем юрласа ячӗҫ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗр вара чӑнах та хӗрӗх чӗрнеллӗ пулнӑ, ун кӑкӑрӗ ҫинче ҫавӑнтан пуҫласа пурнӑҫ вӗресе тӑма тытӑннӑ: йывӑҫ-курӑк шӑтса тухнӑ, тискер кайӑксемпе вӗҫенкайӑксем пурӑнма, хурт-кӑпшанкӑсем вӗҫсе ҫӳреме тытӑннӑ, пулӑсем ӗрчесе кӑйнӑ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗҫенкайӑксем вара кӳлӗ тӗлне пуҫтарӑнса вӑрҫӑ пуҫласа янӑ, э-э?
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗҫенкайӑксем вара ун чухне ҫумӑр пӗрчи ӳкнӗ пек кӳлле тӑкӑнаҫҫӗ…
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗҫенкайӑксем те пӑштах пулнӑ, юрламаҫҫӗ.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗр виҫӗ ҫынни — вӗсен шутӗнчех Сима Дедушкин та пур — вӗҫенкайӑксем тата ытти чӗрчунсем тытса усрамалли читлӗхсем тӑваҫҫӗ, Пушкаревсен килйышӗ пысӑк тетелсем авас ӗҫпе аппаланать, Стрельцовсем хурӑн тымаррисенчен пӗчӗк арчасем, чеен хайласа вырнаҫтарнӑ вӑрттӑн пӳлӗмсемлӗ ещӗксем ӑсталаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫуркунне, ҫулла тата кӗркунне Заречье ҫыннисем кӑшкарути, ҫӗр ҫырли татса, сунара ҫӳресе, вӗҫенкайӑксем тытса пурӑнаҫҫӗ, милӗк-шӑпӑр хуҫаҫҫӗ, унтан кӑмпа, кӗтмел, паланпа шур ҫырли татса пуҫтараҫҫӗ — ҫак мӗнпуррине пӗтӗмпех вӗсенчен хулари мещенсем сутӑн илсе тӑраҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тата ҫулла астуса пӑх: ҫырмари шывсем шавласа юхаҫҫӗ, кӳлленчӗксенче шапасем кӑшкӑраҫҫӗ, ҫынна курсан шыва сиксе ӳкеҫҫӗ; вӗҫенкайӑксем вырӑнтан вырӑна вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, чӗвӗлтетеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ; шӑнасем, вӑрӑмтунасем явӑнса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, сӗрлеҫҫӗ; йывӑҫсем, курӑксем ӳссе хумханса лараҫҫӗ.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах вӗсем хушшинче этем пырса сӗртӗнмен, выльӑх-чӗрлӗх таптаман виле тӑпри пур: ун ҫине вӗҫенкайӑксем кӑна лараҫҫӗ те шурӑмпуҫӗпе юрӑ шӑратаҫҫӗ.
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Нагульнов юлташ — кунтискер, вӑл, паллах, лайӑхах тултарса тухнӑ пулӗ-ха, эпир вара, май килнӗ пек чухне, кун сиктерсе ҫикеленисем те пулаҫҫӗ… «пӗлӗтри вӗҫенкайӑксем» евӗрлӗ.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1