Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Анчах нумаях та каяймарӗ, пуҫӗпе темле шыҫмак, яка йывӑҫ (ӑвӑс е хыр пулчӗ-ши?) вулине хант! пырса ханклаттарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑх туйӑмӗ чат сыхах иккен-ха: унӑн пушӑ сылтӑм алли хӑех валт! аяккалла ывӑтӑнса темле ҫамрӑк йывӑҫ вулине яп! ярса илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ай-й-й!» — авӑнса илчӗ: халӗ вӑл самаях шыҫмак, шӑрӑллӑ йывӑҫ вулине ҫамкипе пырса шанлаттарнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫӗ ҫапла пулчӗ: йывӑҫа тӗпӗнчен пӑчкӑпа татса ӳкермелле, унтан, пуртӑпа тураттисенчен иртсе, вулине 1,5 метр тӑршшӗ татӑксем ҫине татса пайламалла (вӗҫӗсен тачкӑшӗн диаметрӗ 8-10 сантиметртан сахал та, ытлашши те пулмалла мар), татӑкӗсене тӑватӑ енчен шунаса, чутласа, тураттисене иртмелле, хуппинчен тасатмалла, вара хатӗр продукцие машинӑсем ҫине тиесе ӑсатмалла.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed