Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑласпа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫамрӑк чух ыранхи часах ҫитессӗн туйӑнмасть, ҫавӑнпа пуласлӑх ҫинчен каҫса кайса тенӗ пек калаҫатпӑр; ватӑласпа вара ҫынсен калаҫӑвӗнче час-часах: «эпир астӑвасса» сӑмах сиксе тухать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл ӗҫлеме те пултарнӑ, унтан кайран тата ҫирӗм ҫул пурӑннӑ, — малтан тарҫӑра, кайран ватӑласпа хуралра пурӑннӑ.

Так что он мог работать, и еще двадцать лет продолжал жить — сначала в работниках, а потом, под старость, в караульщиках.

X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ватӑласпа тӑвансем патне ҫул тытас пулать.

На старости к своим прибиваться надо.

9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ак, пурнӑҫна пурӑнса ирттерӗн те, ватӑласпа хӑв сехетне кӗте пуҫлӑн, паян-и, ыран-и тесе.

Вот проживешь жизнь свою и ближе к старости начнешь ждать своего часа: сегодня ли, завтра ли…

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Ватӑласпа кирек кам та вилӗм ҫинчен шухӑшлама тытӑнать.

А под старость человек начинает думать о смерти.

Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

«Ӗмӗр ҫынсем ҫапла, — шухӑшларӗ Григорий курницӑран тухнӑ май: — яш чух ураҫҫӗ, эрех пехлеҫҫӗ, ыттипе те пайтах ҫылӑха кӗреҫҫӗ, ватӑласпа вара ҫамрӑк чух хӑйсем мӗнле тискер пулнӑ — ҫавӑн пекех турӑ хыҫне пытанаҫҫӗ.

«И вот сроду люди так, — думал Григорий, выходя из горенки. — Смолоду бесются, водку жрут и к другим грехам прикладываются, а под старость, что ни лютей смолоду был, то больше начинает за бога хорониться.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed