Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варкӑшӗнче (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пуҫне ҫыхнӑ тутӑрӗ унӑн ӗнси хыҫнех хутламланса аннӑ та, халӗ, ҫил варкӑшӗнче, серепене ҫакланнӑ кайӑк чӗппи евӗр тек, ирӗкелле туртӑнать.

Help to translate

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн сивӗ варкӑшӗнче Григорий ҫӗнӗ юрӑн чуна уҫӑлтаракан ырӑ шӑршине туйрӗ.

И в холодном дыхании его Григорию почудился знакомый и милый сердцу запах снега.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сайра-сайра хутра ҫеҫ ансӑр пӗлӗт хушӑкӗнчен пӗччен ҫӑлтӑр самантлӑха сарӑ хӗлхемлӗн йӑлтлатса илет, унтан каллех ҫеҫенхире куҫ курми тӗттӗм хупласа хурать, телеграф пралукӗсем кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил варкӑшӗнче салхуллӑн шӑхӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫине вӗтӗ шӑрҫа пек ҫумӑр пӗрчисем пӑт та пӑт пӑтлатса ӳкеҫҫӗ.

Редко-редко в крохотном просвете желтой искрой вспыхивала на миг одинокая звезда, и снова непроглядная темень окутывала степь, уныло свистал в телеграфных проводах ветер, срывался и падал на землю редкий и мелкий, как бисер, дождь.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫыхӑнусӑр асаилӳсен варкӑшӗнче ачалӑх ҫутӑ сенкер тӳпе ытамӗнчи хӗвеллӗ кун пек шӑвӑнса иртрӗ: чул хӳмесем ҫинчи шӑнкӑрчсем, Гришкӑн вӗри тусан ӑшӗнчи ҫара урисем, мӗлкине шыв ҫине ӳкернӗ симӗс вӑрман ыталаса илнӗ Дон мӑнаҫлӑн тӗлӗрни, тусӗсен ача чухнехи сӑнӗсем, тӑпӑл-тӑпӑл кӗрнек пӳ-силлӗ ҫамрӑк амӑшӗ…

Голубым солнечным днем проплывало в несвязных воспоминаниях детство: скворцы в каменных кладках, босые Гришкины ноги в горячей пыли, величаво застывший Дон в зеленой опуши леса, отраженного водой, ребячьи лица друзей, моложавая статная мать…

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed