Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варарахран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сӗтел шӑлакан пӗр авӑк шалкӑм ҫапнӑ пек шанк хытса, куҫне ҫӗре ӳкерсе, чӗлхине ҫӑтса тӑчӗ, варарахран ҫеҫ чӗлхине лӑпкӑн салтса ячӗ:

Help to translate

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Варарахран, вилӗ-чӗрӗ ҫаврӑнса, чӑрӑш ӗлкиллӗ йывӑҫ патне пычӗ, сӳнтернӗ зажигалкине пӗрре чӗртрӗ, тепре сӳнтерчӗ, унтан упаленсе, йывӑҫӑн аялти лӑпсӑркка тураттисен айне кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Варарахран ашшӗне, вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫулах нимӗҫсен хуптӗрне лекнӗскерне (унтан вӑл икӗ хут та тарнӑ пулнӑ), НКВД ҫыннисем решетке чӳречеллӗ машинӑпа килсе тытса кайрӗҫ, ҫулталӑклӑха таҫти хӑямата ӑсатрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑйӗн чӗмсӗр, тӗнче уҫлӑхӗ пысӑкӑш ыйтӑвӗсен хуравне шыраса вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫе шухӑшӗпе, «кантри-ҫипписем» панн! татӑлса каясла карӑнтарса ҫивӗчлетнӗ ӑсӗ-пуҫӗпе ватайми-ҫӗмӗрейми чул ту ҫине пырса тӑрӑнчӗ, пуҫне усрӗ, варарахран тин ӑна манерлӗ ҫӗклерӗ те, куҫ тимлӗхне ҫухатса, «стрелкӑна» шухӑш урӑхрах рельс турачӗпе кӑлтӑртатса кусмалла пӑрса хучӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑвайт малтанах сӑпкара тутлӑ ыйхӑ ҫавӑракан тутӑ ача пек уҫӑмсӑррӑн «мӗшлеткелерӗ», хуранри пиҫнӗ, сарӑлакан пӑтӑ пек пӑшлаткаларӗ, варарахран ҫеҫ, мӑштӑр-мӑштӑр вӑй илсе, ҫӑт та ҫат, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр-ҫӑтӑр туса, алӑ ҫупса, ҫамрӑк, харсӑр ҫулӑм йӑлхахӗсене-чӗлхисене хаваслӑн, чун кӗлемелле явкалама-сӳткелеме, вӑль-валь сиктеркелеме пуҫларӗ, «вӗрӳ-суру» та туса илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, хӑй чысне ҫак машина айӗнчи лапрапа сирпӗтсе хӑварнӑн туйса, юнӑхса, пӗр авӑк ӑсӗ-пуҫӗпе чӑлханса тӑчӗ, варарахран тин куҫӗ, тилӗрнӗ юнпа тӑвӑнса, хаярлӑх вучӗпе ялкӑшкаласа илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунччен нихӑҫан та эрех-сӑра таврашне ас тивсе курманскер, Полина малтанах ҫакна хирӗҫлерӗ, варарахран ҫеҫ упӑшки «пусахласах» хистенипе, шалти «хирлӗвне» хивре карӑнтарсах ун ӳкӗтне килсе, кӑмӑлне кӳрсе, йӗклене-йӗклене черкке тӑррине малтан саркайӑк шыва сыпкӑм сыпкӑмланӑн чапӑрт татса илчӗ, унтан, куҫне хупса, тӗппи шаплаттарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed