Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вантсем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Халӗ ҫеҫ Израэль Гэндс татӑлса аннӑ вантсем тӑрӑх мана нимӗнле вӑй та антараймастчӗ пулӗ.

Никакая сила не заставила бы меня спуститься по тем самым вантам, с которых только что сорвался Израэль.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Парӑссене мӗнле те пулин урӑхла ҫавӑрма вантсем тӑрӑх ҫак мачтӑн стеньги ҫине, брам-стеньга е бом-брам-стеньга ҫине, хӑпармалла.

Для того чтобы произвести какой-нибудь маневр с этими парусами, нужно взобраться по вантам на стеньгу, брам-стеньгу или бом-брам-стеньгу этой мачты.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Моряксемпе пӗрле мачтӑсем патне ҫирӗплетнӗ воспитанниксем вантсем тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарчӗҫ.

Матросы и назначенные к мачтам воспитанники быстро взобрались по вантам вверх.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кӗҫех уйрӑм кӑмандӑсем янӑраса кайрӗҫ те, моряксемпе воспитанниксенчен хӑш-пӗрисем вантсем патне, хӑшӗсем марссем патне, теприсем салингсемпе рейӑсем патне ыткӑнчӗҫ.

— Марсовые к вантам! — По марсам! — По салингам! — По реям! — слышались команды, матросы и воспитанники подбегали к мачтам.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Воспитанниксем вара вӗсене пурнӑҫлама васкаҫҫӗ, вантсем тӑрӑх хӑпараҫҫӗ, чӑн-чӑн карап ҫинчи пекех парӑссене карӑнтараҫҫӗ…

И воспитанники спешили их выполнить, взбирались по вантам, ставили паруса, как на настоящем корабле.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed