Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑслантарса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Юлашки ҫулсенче тата сӗмсӗрленсех кайрӗ: лӑпӑ-лапӑ ҫынсен ӑшне кӗрсе вырнаҫса, вӗсен суя ирӗклӗх, мӑнаҫлӑх туйӑмӗсене вӑратса, арӑслантарса ярса, пуҫӗсене минретсе, вӗсене манӑн ҫӗр ҫинчи чи таса вырӑнсене те — чиркӳсене, мечетсене, синагогӑсене тата ытти кӗл тумалли вырӑнсене — кӗртсе ярса ман ята варалама, мана хирӗҫле латсӑр ӗҫсем тума хӗтӗртет, ҫакна тума хӑш-пӗр чух укҫапа е вӑл-ку хаклӑ япалапа та астарать, хавхалантарать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унсӑр пуҫне тата чӑваш сӑпайлӑхӗ те вӑл-ку туйӑма халӑх умне шӑлтӑр-шалтӑр чикӗрен кӑларса, тӗлсӗр-йӗрсӗр арӑслантарса янине ырламасть те-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed