Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аристократла the word is in our database.
аристократла (тĕпĕ: аристократла) more information about the word form can be found here.
Сирӗн шутпа ҫакӑ манӑн аристократла санатори мӗнлине кӑтартса пама тивӗҫлӗ мӑнтӑр та тӗреклӗ ача пулать-и?

И по-вашему, это упитанный, отличный младенец, который призван представлять мой аристократический санаторий?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Э-и, ку пӳлӗм сан, иптеш, Хусанти чӑлан мар — аристократла! — кресло ҫине япшаррӑн ларчӗ тутар каччи, пирус туртса янӑ пек турӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсир аристократла пурнӑҫа идеал вырӑнне хуратӑр, вӑл паллах.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫаксем пурте илемлӗ лару-тӑру туса хураҫҫӗ, унӑн шухӑшлавӗн аристократла йӑли-йӗркипе килӗшсе тӑраҫҫӗ; «Вӑрттӑнлӑх» команди, хӑйне евӗрлӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑнӑхса воспитани илнӗскер, мӗн пур меслетпе пуяс ӑнтӑлӑвӑн сӗрӗмӗнче минренӗ ытти пӗтӗм пӑрахут ҫине кӑштах мӑн кӑмӑллӑрах пӑхнинчен тӗлӗнмӗпӗр.

Все это отвечало аристократизму его воображения, создавая живописную атмосферу; не удивительно, что команда «Секрета», воспитанная, таким образом, в духе своеобразности, посматривала несколько свысока на все иные суда, окутанные дымом плоской наживы.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Малтан хӑйсене хӑйсем аристократла хӑтланкаларӗҫ, ман ҫине пӑхса чӑхлатса ларчӗҫ, кайран — хӑйсемех ӑсран кайиччен ӗҫсе супрӗҫ…

Сначала играли аристократов и всё фыркали на меня, но потом все вдребезги напились…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑйне евӗрлӗ ҫынччӗ, анчах яланах мар, хӑйне евӗрлӗ пулнипе хӑшпӗр чух аристократла тыткалас тата пуянлӑх сахаллине саплаштарас ҫӗрте усӑ куратчӗ.

Он был оригинален, но не всегда, а употреблял оригинальность как средство, заменяющее в иных случаях светскость или богатство.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапах та Лев Степанович, молдаванка сӑмахӗсемпе каласан, салху та «хаярскер», аристократла калавсемпе асаилӳсем вырӑнне, картла вылянӑ чухне пуринчен ытларах молдаванкӑна тата хӑйӗн арӑмне тӗрлӗ вак-тӗвексемпе хӗсӗрленӗ, картсем валеҫнӗ чух вӗсене урайне пӑрахнӑ, молдаванкӑна йӗкӗлтенӗ, хӗрарӑмсем картпа тухнӑ чух кашнинчех урса кайсах тиркенӗ, вара вӑхӑта каҫхи апатченех ҫапла ирттернӗ.

Но большей частию вместо аристократических рассказов и воспоминаний Лев Степанович, угрюмый и «гневный», как.

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Унӑн кӑмӑлӗ уйрӑмах лайӑх пулнӑ пулсан, картла вылянӑ чух вӑл пинмӗш хут хӑйӗн аристократла аса-илӗвӗсен сыпӑкӗсене каласа панӑ: вилнӗ граф хӑйне мӗнле юратни, ӑна мӗнле шанни, унпа мӗнле канашлани ҫинчен, анчах ҫав вӑхӑтрах туслӑх хӑйне май, служба хӑйне май пулса пыни ҫинчен те каланӑ вӑл.

Если он бывал в особенно хорошем расположении, то середи игры рассказывал в тысячный раз отрывки из аристократических воспоминаний своих; как покойник граф его любил, как ему доверял, как советовался с ним; но притом дружба дружбой, а служба службой.

II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Ҫавӑн пек аристократла асаилӳсемшӗн Ефимка кӑмӑллӑ пулнӑ, вара яланах, праҫникӗн пӗрремӗш кунӗнче, каҫхине, ытла урах та марскер, кучерсем пурӑнакан таса мар, пӑчӑ пӳлӗмре, ӗлӗк ӗҫсем мӗнле пулни ҫинчен кама та пулин каласа парса хӑйӗнчен хушса хунӑ:

Ефимка бывал очень доволен аристократическими воспоминаниями и обыкновенно вечером в первый праздник, не совсем трезвый, рассказывал кому- нибудь в грязной и душной кучерской, как было дело, прибавляя:

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Артист кӑтартса паракан кашни туйӑм, ӑна карикатурӑлла кӑтартас мар тесен, уншӑн ҫывӑх пулмалла, ӑна пӗлмелле унӑн: «Опиумпа шампански» ятлӑ водевильри китаеца кӑтартса парасси ниме те тӑмасть, анчах та ӑнсӑртран парие пырса ҫапӑннӑшӑн ҫав тери пысӑк хуйха ӳкнӗ Индири брамина, е XVII ӗмӗрти боярин, аристократла местничествӑна пула антӑхса кайса, хӑйӗн чысне упранӑ пек пулса сӗтел айӗнче йӑваланнине, унтан ӑна уринчен туртса сӗтӗрсе кӑларнине эпӗ лайӑх выляса пама пултаратӑп-и-ха?

Каждое чувство, повторяемое артистом, должно быть ему коротко знакомо для того, чтоб его выразить не карикатурно: Китайца в «Opium et champagne» ничего не значит представить, но есть ли возможность, чтоб я хорошо сыграл индейского брамина, повергнутого в глубокое отчаяние оттого, что он нечаянно зацепился за парию, или боярина XVII столетия, который в припадке аристократического местничества, из point d'honneur, валяется под столом, а его оттуда тащат за ноги.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

А халӗ! халӗ ӗнтӗ драпран ҫӗлетнӗ сарлака ҫанлӑ сюртукӗ айӗнчен голландски кӗпе курӑнса тӑрать, аллинче 10 тенкӗ тӑракан сигара, сӗтелӗ ҫинче 6 тенкӗлӗх лафит теекен хӗрлӗ эрех, — кусене вӑл йӑлтах Симферопольри квартирмейстер урлӑ калама ҫук хаклӑ хакпа туяннӑ, — пӑхасса та вӑл калама ҫук мӑнаҫлӑн та сиввӗн, пуян аристократла пӑхать: юлташлине юлташлӑ ӗнтӗ эпир, мӗншӗн тесен эпӗ ҫӗнӗ шкул пӗтернӗ полк командирӗ, анчах та ан ман, тӑватӑ уйӑх хушшинче эсӗ мӗнпурри те 60 тенкӗ ҫеҫ шалу илетӗн, а ман алӑ витӗр вуншар пин туха-туха каять.

А теперь! голландская рубашка уж торчит из-под драпового с широкими рукавами сюртука, 10-ти рублевая сигара в руке, на столе шестирублевый лафит, — все это закупленное по невероятным ценам через квартирмейстера в Симферополе, — и в глазах это выражение холодной гордости аристократа богатства, которое говорит вам: хотя я тебе и товарищ, потому что я полковой командир новой школы, но не забывай, что у тебя 60 рублей в треть жалованья, а у меня десятки тысяч проходят через руки.

15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Апла пулсан, унӑн аристократла ашшӗ пулӗ?

— Тогда ее аристократический папаша?

IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫӗрӗн геологи историнче тӑтӑшах улшӑнусем пулса пырас йӗркен е Египетпа Грецире пирӗн саманаччен VII–VI ӗмӗрсенче Пифагор ертсе пынӑ аристократла шкулӑн авалхи философӗсемех ҫирӗплетсе хӑварнӑ пулсан, ҫӗр ӑшне ӑслӑлӑх енӗпе сӑнаса вӗренмӗ кӑнтӑр енчи Итали ҫӗршывӗнче анчах пуҫланнӑ, вара 2400 ҫул хушшинче хальхи вӑхӑтри вулканологи науки пулса тӑнӑ.

Если принцип непрерывной смены в геологической истории Земли был утвержден еще египетскими и греческими философами аристократической школы пифагорейцев в VII и VI веке до нашей эры, то лишь в южной Италии возникло стремление к научному познанию недр Земли, развившееся за 2400 лет в современную науку-вулканологию.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Павел Петровичпа вӑл текех тавлашмарӗ, мӗншӗн тесен лешӗ вӑл пур чухне хӑйне хӑй ытлашшиех аристократла тыткаларӗ, шухӑшӗсене сӑмахсемпе каличчен ытларах — сасӑсемпе кӑна пӗлтере пуҫларӗ.

С Павлом Петровичем он уже не спорил, тем более что тот в его присутствии принимал чересчур аристократический вид и выражал свои мнения более звуками, чем словами.

XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Унӑн аристократла кӑмӑлне Базаров хӑйне хӑй ирӗклӗн тыткалани тарӑхтарнӑ.

Его аристократическую натуру возмущала совершенная развязность Базарова.

VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Чӑтӑмлӑх ҫитерме тата хӑйне аристократла тыткалама пӗлнине ҫеҫ Краснов лӑпкӑ сӑнлӑ курӑнать; анчах тарӑхни пурпӗр ҫиеле шӑвӑнса тухать-тухатех: кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑх айӗнчи ӳчӗ ҫилӗллӗн туртӑнкаласа, тути-ҫӑварне нӗрсӗрлетет.

Только благодаря выдержке и присущей ему светскости Краснов хранил внешнее спокойствие; но негодование все же осиливало: под седеющими усами нервный тик подергивал и искажал рот.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах та пӑхӑр-ха намӑс ҫуртӗнчи ҫав телейсӗр те йӗрӗнчӗк хӗрсем ҫине, унтан аристократла барыньӑсем ҫине пӑхӑр: ҫав тумтирсемех, ҫав духисемех, ҫавӑн пекех ҫара хулпуҫҫисем, алӑсем, кӑкӑрсем, купарчана мӑкӑртса илемлӗрех кӑтартас тени те ҫавах; ҫавӑн пекех хаклӑ та илемлӗ ахах-мерченшӗн вилсе каяс пек ҫунни; вӑхӑта хаваслӑ ирттересси те, ташӑпа музыка та, юрланисем те — ҫавсемех.

Но посмотрите на тех, на несчастных презираемых, и на самых высших светских барынь: те же наряды, те же фасоны, те же духи, то же оголение рук, плеч, грудей и обтягивание выставленного зада, та же страсть к камушкам, к дорогим, блестящим вещам, те же увеселения, танцы и музыка, пенье.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Акӑ, ку аристократла ушкӑн, — терӗ Белецкий, кӗтесри чӑпар ушкӑн ҫине пирускипе тӗллесе кӑтартнӑ май йӑл кулса.

— Вот это аристократическая кучка, — говорил Белецкий, указывая папироской на пеструю группу на углу и улыбаясь.

XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пирӗн аристократла тусӑмӑр Арчаковский пек каласан, тӑрӑнтарар пӗрер хутчен сӑнӑсене? — сӗнчӗ Веткин.

Вонзим точно по единой, как говорит наш великосветский друг Арчаковский? — предложил Веткин.

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл, Петерсона хул айӗнчен ҫавӑтнӑскер, пуҫне мӑнаҫлан каҫӑртса, вӗҫнӗ пекех хыттӑн вирхӗнчӗ, кӗҫех вара тепӗр пӳлӗмрен унӑн сасси, — хӑй шутланӑ пек каласан, аристократла дирижер сасси, — илтӗнсе те кайрӗ:

Он понесся под руку с Петерсон, гордо закинув кверху голову, и уже из другой комнаты доносился его голос — светского, как он воображал, дирижера:

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed