Шырав
Шырав ĕçĕ:
анатомилле (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тӗтӗмпе хуралнӑ хут пек авалхи тусан витсе лартнӑ хулӑм ураллӑ сӗтел икӗ чӳрече хушшине пӗтӗмпех йышӑнса тӑрать; стенисем ҫинче турка пӑшалӗсем, нухайкасем, сабля, икӗ ландкарта, темӗнле анатомилле ӳкерчӗксем, Гуфеланд портречӗ, хура рама ӑшӗнче хӗлӗхрен тунӑ вензель, кантӑк айне хунӑ диплом ҫакӑнса тӑрать; сӑранпа витнӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте путса шӑтса пӗтнӗ диван, карел хурӑнӗнчен тунӑ икӗ пысӑк шкап хушшинче вырӑнаҫса ларать; сентресем ҫинче кӗнекесем, коробкӑсем, кайӑк кӳлеписем, банкӑсем, пӗчӗк кӗленчесем йӗркесӗр кӗпӗрленсе выртаҫҫӗ; пӗр кӗтесре ҫӗмрӗк электричество машини тӑрать.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫук, Федя ун ҫинчен суйса кӑтартман; Лопухов, чӑнах та, пуҫне кӗнекесемпе анатомилле препаратсем тултарнӑ студент пулнӑ, — мӗнле кӗнекесемпе тултарнине эпир Марья Алексевна ун биографине тӗпчесе вӗреннинчен пӗлӗпӗр: пуҫа препаратсем чиксе тултармасӑр профессор пулма ҫук, Лопухов вара профессор пулма ӗмӗтленнӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1