Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинчен (тĕпĕ: алӑ) more information about the word form can be found here.
Прошай коворю тебе, дядя Хомкка! — ирӗксӗр тенӗ пек Хумкка аллинчен кӗреҫине илсе, йӑран хыҫҫӑн йӑран чавма пикенчӗ Вилли.

Help to translate

«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Шӗветсерех ярса тӑрӑпӑр, тен, илсе ҫитерӗҫ, — Ваҫука аллинчен тытрӗ мастер.

Help to translate

Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Эсир куҫ умӗнчен ҫухалнӑ хушӑра манӑн пуҫа касса шалча ҫине тӑрӑнтараҫҫӗ, — ҫӗҫҫине аллинчен ямарӗ Керим.

Help to translate

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ан ятлаҫ-ха, Натиш, хам та ниҫта вырӑн тупаймастӑп, — выртнӑ ҫӗртен Натише аллинчен тытрӗ Влас.

Help to translate

Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫырӑва вӑрахчен аллинчен ямарӗ корреспондент, шухӑша кайрӗ.

Help to translate

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тепӗр тухтӑр аллинчен эмел ӗҫнӗ хыҫҫӑн: «Эй, пайтана каймасть ун имҫамӗ!» — текенсем те пурах.

Help to translate

Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӗҫелисӗ те Энтипӗн куҫӗнчен пӑхсах ӑнланчӗ, кӑмака умӗнче тӑнӑ ҫӗрте шурса кайрӗ, чӗтрекен аллинчен ҫатма аврийӗ тухса ӳкрӗ.

Help to translate

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пурте кӗрсе тухар малтан, — мучие аллинчен тытрӗ Энтип.

Help to translate

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫав мунча айӗнчи ылтӑна хӑй аллинчен вӗҫертни ҫеҫ вӑрахчен канӑҫ памарӗ Петрука.

Help to translate

Хумкка нимӗҫпе калаҫать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— А-а, ватсупнӑ, эсӗ апла-и?! — сухала аллинчен вӗҫертмесӗр мучи пуҫне хӑрӑмлӑ пӗрене ҫумне ҫапрӗ офицер.

Help to translate

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ваҫук умне сиксе анса, йӗкӗте аллинчен туртрӗ Соня.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Мӗн аван марри? — ӑна аллинчен тытса туртрӗ Натиш.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сывӑ таврӑнсан, алӑ ҫинче йӑтса ҫӳремелле унашкал паттӑрсене! — вӑрҫӑ хирӗнчен килнӗ сӑнӳкерчӗке вӑрахчен аллинчен ямасӑр пӑхса ларчӗ Мария Тимофеевна.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вали Валеевич, ав, тӑшман аллинчен ирӗке кӑларнӑ районсем пирки те каларӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Трубкӑна связист аллинчен тӑпӑлтарнӑ пек ҫӑлса илчӗ капитан, куҫ ҫине анса ларнӑ каскине те хӑпартма ӗлкӗреймерӗ:

Help to translate

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫуралнӑ кун, 2022 ҫулхи декабрӗн 22-мӗшӗнче, чаплӑ лару-тӑрура пирӗн район пуҫлӑхӗн аллинчен 500 пин тенкӗлӗх сертификат илтӗм.

Help to translate

Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... at-3907688

10 Пӗр ача, пусма ҫине хӑпарса, шыв тултарнӑ бутылкӑна аллинчен вӗҫерсе ярать.

Help to translate

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Вӗри ҫӗрулмине пӗр аллинчен тепӗр аллине сиктеркелесе тӑракан Степа ыттисенчен кӑшт уйрӑмрах ларакан Костьӑна курах кайрӗ.

Help to translate

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Унччен те пулмарӗ — качака хӑрушӑ сасӑпа ҫухӑрса ячӗ, ача аллинчен вӗҫерӗнсе, шалалла тапса сикрӗ.

Help to translate

Каллех качака // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Эп пӗр хӗрачан канхветне кӑна аллинчен ҫапса ӳкертӗм — пӗр ачи пырса ҫӑвар урлӑ ячӗ те.

Help to translate

Килӗшӳ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed