Шырав
Шырав ĕçĕ:
айккинчисем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Айккинчисем, стена авӑнчӑк пулнипе, хӑяккӑнтарах курӑнаҫҫӗ, ҫакна сцена майлаштаракансем питӗ кӑмӑла килмелле тунӑ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Сасартӑк малти отряд — ертаулсен ушкӑнӗ — чарӑнса тӑчӗ те ҫапӑҫу валли йӗркеленме пуҫларӗ: самантрах уй варринче юланутҫӑсем, сапаланса кайса, ҫурма ҫаврашка туса тӑрса тухрӗҫ, варринереххисем кая юлчӗҫ, икӗ айккинчисем — мала кайрӗҫ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Машина авӑккӑн пӑрӑнчӗ, Ева питӗнчен ҫил вирхӗнсе тӑрӑнать, урам куҫӑмӗн мӗлтлетӗвне куҫӗсемпе ярса тытма хистет, — йӗри-таврари, айккинчисем ӳкекен вутлӑ декорацисен хӑвӑртлӑхӗпе тӑра-тӑра юлаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн сӑмахӗсене айккинчисем те ҫирӗплетрӗҫ:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Малта, ҫул кӑтартнӑ пек, виҫӗ пӗрене виркӗнсе пыраҫҫӗ: варринчи кӑшт мала тухса, тӳрех «Упа» ҫине ҫул тытрӗ, айккинчисем пӗр аяккалла пӑрӑнса, пӗр варринелле хӗсӗнсе пыраҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Страницăсем:
- 1