Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авторитет the word is in our database.
авторитет (тĕпĕ: авторитет) more information about the word form can be found here.
Авторитет вара кирек хӑҫан та тӗрӗс сӑмах калать, мӗншӗн тесен вӑл авторитет.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сана ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ пулсан, ан тӑрӑш ҫакна ҫӗнтерӳ пек кӑтартма; компромисс тӑватӑн пулсан, ӑна компромисс тесех кала; тӑшмана ҫӑмӑллӑн ҫӗнтертӗн пулсан, йывӑр килчӗ тесе ан суй, йывӑрпа ҫӗнтертӗн пулсан — ҫӗнтерӳ ҫӑмӑл килчӗ тесе ан мухтан; йӑнӑшрӑн — ӑна авторитет чакасран шикленмесӗр йышӑн, мӗншӗн тесен йӑнӑш туни ҫинчен шарламанни ҫеҫ авторитета пӗтерсе лартма пултарать; лару-тӑрӑва кура курс улӑштарма тиврӗ пулсан, вӑл малтанхиллех юлнӑ пек кӑтартма ан хӑтлан, рабочи класӑн класлӑ сисӗмӗпе унӑн революцилле сывӑ ӑстӑнне ӗненетӗн пулсан, — марксист ҫакна ӗненменни мӑшкӑл та вилӗм, — рабочи класс умӗнче тӳрӗ чунлӑ пул.

Если терпишь поражение, не пытайся его выдавать за победу; если идешь на компромисс, говори, что это компромисс; если ты легко одолел врага, не тверди, что тебе это было трудно, а если трудно — не хвастай, что тебе было легко; если ты ошибся признайся в ошибке без страха за свой авторитет, так как подорвать твой авторитет может только замалчивание ошибки; если обстоятельства заставили тебя менять курс, не пытайся изображать дело так, словно курс остался прежним; будь правдив перед рабочим классом, если веришь в его классовое чутье и революционный здравый смысл, а не верить в это для марксиста позор и гибель.

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ленин — пирӗн чи вӑйлӑ хӗҫпӑшал, авторитет, калӑпӑр акӑ, сирӗн авторитет ҫине таянма пултараймастӑп-ҫке эпӗ.

И считаю, что Ленин — наше самое сильное оружие, не на ваш же авторитет мне ссылаться.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ун чухне вара чи малтан хӑйӗн чапӗ ҫинчен мар, ӗҫ ҫинчен шухӑшлакан ҫыннӑн авторитечӗ, пуҫлӑхӑн ахалех ӳстерсе яни мар, чӑн-чӑн авторитет пулать!

И тогда уж это будет не искусственно подогреваемый, а подлинный авторитет человека и руководителя, который в первую голову думает не о личном самолюбии и тщеславии, а о пользе дела!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ун пек авторитетшӑн, ӑна авторитет теме юрать пулсан, хӑйӗн вӑйне шанман, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗнчен ӑсли урӑх никам та ҫук тесе шутлакан ҫын анчах тӑрӑшать.

— О таком, с позволения сказать, авторитете заботится только тот, кто не надеется на свои силы и вместе с тем считает, что умнее его никого нет.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тагиев пирӗншӗн ҫеҫ мар, Мамед-задешӗн те авторитет!

Help to translate

Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кунта эпӗ авторитет илнӗ, тата ытти те, мӗн пуласси те.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Авторитет!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Авторитет пӗтет вӗт-ха ман капла, ят каять…

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вара пӗтӗм пур-ҫук «авторитет» пӗтет.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

— Хӑвӑн ялта санӑн авторитет пысӑк вӗт.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авторитет ӑс-тӑн ҫинче никӗсленме тивӗҫлӗ.

Власть прежде всего должна быть разумной.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗншӗн тесен эсир, Константин Георгиевич, — ҫак сӑмахсемпе вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ, — манӑн ватӑ тус тата юлташ, эпӗ виҫесӗр шаннӑ тата сирӗн авторитет умӗнче пуҫ тайса тӑнӑ ҫын.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ эсир мана киле кайма ирӗк парӑр: ирччен кунта юлма пултараймастӑп эпӗ, кам та пулин эп милицирен тухнине курсан, манӑн пӗтӗм авторитет пӗтсе ларма пултарать.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хирӗҫле, этем ушкӑншӑн тӑрӑшать пулсан, ҫынсене ачисене пӑхнӑ пек пӑхать тата хӳтӗлет пулсан, ушкӑнра килӗшӳ тытма пӗлет пулсан - унӑн авторитет питӗ ҫӳллӗ тата ҫирӗп пулать.

Help to translate

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Ҫак майпа илнӗ авторитет ҫынсем хӑрани ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавна кура ҫирӗп мар, кӗске дистанци валли кӑна юрӑхлӑ.

Help to translate

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Саркай сӗнӗвне пур ҫӗрте те шута илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл авторитет.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кирек мӗнле ыйтупа та пысӑк авторитет.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Авторитет тени сарай тӑррине хӑпарса тарнӑшӑнах пӗтмӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Саншӑн мӗнпур авторитет пӗтрӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed