Шырав
Шырав ĕçĕ:
авив the word is in our database.
46. Хушам вилсессӗн ун вырӑнне Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл мадиансене Моав хирӗнче аркатса тӑкнӑ пулнӑ; ун хули Авив ятлӑ.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авив уйӑхне уяса тӑр, Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, Пасха ту, мӗншӗн тесессӗн авив уйӑхӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ҫӗр варринче Египетран илсе тухнӑ.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уяса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, авив уйӑхӗн палӑртнӑ вӑхӑтӗнче ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Египетран авив уйӑхӗнче тухрӑн.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр: 4. эсир паян, авив# уйӑхӗнче, тухатӑр.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1