Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ятламаса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ак ку, — вӑл пӳрнине йӗпетсе унпа Ахтупайпа Ятламаса кӑкӑртан умлӑ-хыҫлӑ кӑт-кӑт! тӗкрӗ, — чун-чӗре сипӗ пултӑр.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ара, леш, тепӗр старикки, Ондрей ятлӑччӗ вӗт! — кӑт тӗкрӗ Ахтупай Ятламаса.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турханкассинчен килнӗ чух Ахтупайпа Ятламаса ҫул ҫинче тахҫан ӗлӗк вӑрҫӑра пӗрле ҫӳренӗ ҫармӑс тытса чарнӑ.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каялла таврӑннӑ чухне Ятламаса каллех ут утлантарчӗҫ.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑвакал пама кайсан Ятламаса калаҫтаратпӑр-ха мӑрсапа.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем уйрӑммӑнах Ятламаса савӑнтарчӗҫ: апла тӑк ашшӗпе ывӑлӗ ӑна, вӑйсӑр ҫынна, ҫуран нумай уттармаҫҫӗ-ха.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутламан пуль ҫав, пирӗн ҫинчен те шутланӑ пуль турхан терӗ пӗррехинче аслашшӗ Ятламаса Тукай ҫинчен сӑмах хускатсан.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку та кӑмӑла кайрӗ Ахтупая: арӑмӗ Ятламас шӳтне йышӑнмарӗ, хирӗҫ «хӑвӑн патна чикех, Ахтупай» теес вырӑнне Ятламаса сӗнчӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи шупӑр кӗсйинчен темле ҫаврашка тимӗр туртса кӑларчӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр ӑна Ятламаса тыттарчӗ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл чӗннине илтсе-и е илтмесӗрех, урапа патне хуралҫӑсем чупса пычӗҫ, Ятламаса умран та хыҫран тӗккелесе хурал пӳртне илсе кӗчӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса кӑрт-карт турткаларӗҫ те вӗтлӗхе шаларах тӑратнӑ урапасем патне илсе пычӗҫ, ури-аллине ҫыхса хуп сарнӑ урапа ҫине тӗртсе ячӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти ҫимеллине каялла чиксе хутаҫне Ятламаса пачӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Велиме Ятламаса унӑн ҫурӑм хыҫӗнчи шурӑ хутаҫӗ курӑнми пуличченех пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑмпа арҫын Ятламаса пахчаран урамалла илсе тухрӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй тарса хӑтӑлни нимӗн чухлӗ те савӑнтармарӗ Ятламаса.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Пинеҫ инке Ятламаса самаях йывӑр хутаҫ тыттарчӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса эсир курман, — ӑнлантарчӗ юлашкинчен ват хусах.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет Ятламаса палласа илнӗ хыҫҫӑн йӑлтах ҫунатланса кайрӗ, ун умӗнче ӗрӗхсе каяс ут евӗр тӑпӑртатса кӑна тӑчӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса астӑваҫҫӗ вӗсем, темиҫе ҫул каялла уй чӳкӗ хыҫҫӑн ҫухалнӑ ват хусаха кам пӗлмест пулӗ!

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламаса килте мӗнле инкек пулнине калама кирлӗ пулмарӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed