Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ястреб (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ястреб ятлӑ сӑрӑ тӗслӗ ватӑ йытӑ, пӗтӗм вӑйран пынӑ ҫӗрте кашкӑр урлӑ ыткӑнса кайса, ҫӗре персе анчӗ, малти урисене хуҫлатса, ватӑ ама йытӑ, чарӑнас тесе, купарчипе муклашкаллӑ тӑпрана шӑйӑрттарса илчӗ; чарӑнаймасӑр, кашкӑр ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кашкӑр юнашар тип ҫырмана тарса ӳкесшӗн, йытӑсем ӑна таччӑнрах хуса ҫитсе пусса ӳкерсе пыраҫҫӗ, Ястреб ятлӑ сӑрӑ йытти кашкӑра лӑпсӑркка ҫӑмӗсенчен ҫакӑннӑ пекех ҫапкаланса пырать; Григорие вӑл кунтан шурӑ ластӑк пек кӑна курӑнать.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ватӑ ама йытӑ ӑна хирӗҫех тенӗ пек хевтесӗртереххӗн сиксе пырать, ун хыҫӗнчен Ястреб ятлӑ пысӑк аҫа йытӑ, тискер кайӑксене хӑвалас ӗҫре нихӑшӗнчен те маттуртарахскер, мӑкӑрлантарса килет.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Страницăсем:
- 1