Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шенкурск (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тихон хресченсемпе калаҫрӗ: Вага ҫинче хӑйпе мӗн пулса иртнине, Шенкурск уездӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар ирӗке кӑлариччен мӗн пулнине каласа пачӗ.

Тихон беседовал с крестьянами, рассказывал, что случилось с ним на Ваге, что делалось в Шенкурском уезде, пока его не освободила Красная Армия.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл хӑйӗн мухтавӗпе чапӗ чи ҫӳллӗ пусӑма ҫӗкленсе ҫитнӗ пек туйӑмпа пурӑнать; вӑл Шенкурск урокне манса та кайнӑ, большевиксене часах ҫапса аркатӑпӑр, тесе шутлать.

Он чувствовал себя на вершине славы, забыл уроки Шенкурска и считал, что большевики скоро будут разбиты.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Консультанта докладри Шенкурск операцийӗ ҫинчен калакан статья иментерет.

Консультанта смущала статья доклада, посвященная шенкурской операции.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансемпе американецсен ҫарӗсене Шенкурск ҫывӑхӗнче ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн тата ытти фронтсенче те Хӗрлӗ Ҫар кашни кунах вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пыра-пыра ҫапма тытӑнсан, Вильсонпа Черчилль ҫамрӑк Совет республикине хӑйсен вӑйӗпе пӗтерсе тӑкма хӑтланни татӑклӑнах путланса ларнине питӗ лайӑх ӑнланса илчӗҫ.

После разгрома англо-американских войск под Шенкурском и нараставших с каждым днем мощных ударов Красной Армии на других фронтах Вильсон и Черчилль ясно поняли, что их попытка подорвать силы молодой Советской республики окончательно провалилась.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шенкурск ревкомӗн ҫурчӗ тӑрринче уйӑх ҫутипе ҫуталнӑ хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет.

Над Шенкурским ревкомом реял освещенный луной красный флаг.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӳлтӑва штурмланӑ чухне вӑл хӑй йӑтса пынӑ, пульӑсемпе осколоксем шӑтарса пӗтернӗ Шенкурск ялавӗ халӗ унӑн кабинетӗнче тӑрать.

Простреленное шенкурское знамя, которое он нес при штурме Высокой горы, теперь стояло у него в кабинете.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тепӗр кунне Шенкурск ревкомне туса хучӗҫ.

На другой день был создан Шенкурский ревком.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шенкурск леш енче, тылра, нимӗнле оборона рубежӗсем те туман.

В тылу за Шенкурском не имелось никаких оборонительных рубежей.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Киле каятпӑр эпир! — кӑшкӑрашнӑ Америка салтакӗсем, Шенкурск ҫывӑхӗнчи окопсенчен туха-туха тарнӑ чухне.

Домой! — кричали американские солдаты, покидая окопы под Шенкурском.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шенкурск ирӗкре!

— Шенкурск свободен.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов колонни халӗ те ҫав-ҫавах Вельск — Шенкурск мӑн ҫулӗ ҫинче тӑрать.

Колонна Фролова по-прежнему стояла на Вельско-Шенкурском тракте.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсемпе пӗрлех персе шӑтарса пӗтернӗ Шенкурск ялавӗ вӗлкӗшсе пырать.

Следом за ними двигалось простреленное шенкурское знамя.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Даешь Шенкурск! — кӑшкӑрашаҫҫӗ вӗсем.

Даешь Шенкурск! — кричали они.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Шухӑшласа пӑхӑр-ха, юлташсем, мӗн вӑл Шенкурск? — хавхаланса ӑнлантарса пама тытӑнчӗ каччӑ.

— Казалось бы, что такое Шенкурск, товарищи? — приободрившись, объяснял парень.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вага колонни Вельск — Шенкурск тракчӗ ҫинче Лукьяновкӑна, Усть-Паденьгӑна тата Ҫӳлтӑва илессишӗн ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра, Шенкурск вӑрманӗнче шалта Макин отрячӗ кӗрешнӗ.

В то самое время, когда Важская колонна действовала на Вельско-Шенкурском тракте, ведя бой за овладение Лукьяновской, Усть-Паденьгой и Высокой горой, в глубине шенкурских лесов действовал отряд Макина.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗрремӗш батальонӑн окопне Шенкурск коммунисчӗсем ялав илсе пычӗҫ.

В окопы первого батальона шенкурские коммунисты принесли знамя.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шенкурск патне пымалли ҫул ҫинче, — терӗ вӑл, — большевиксем кӗлпе ишӗлчӗксем кӑна тӗл пулӗҫ.

— На пути к Шенкурску, — заявил он, — большевики найдут только пепел и руины.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ку вӑл — американецсен карательнӑй отрячӗн начальникӗ, паян тин Шенкурск таврашӗнчен вӗҫсе килнӗскер.

Это был начальник американского карательного отряда, сегодня утром прилетевший из Шенкурска.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шенкурск умне ӑна ҫавӑрса, илес хӑрушлӑх тухса тӑчӗ.

Шенкурск под угрозой охвата.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫапах та, — терӗ малалла Брагин, — Шенкурск таврашӗнчи лару-тӑру питӗ хӑрушӑ.

— Тем не менее, — продолжал Брагин, — судьба Шенкурска внушает серьезные опасения.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed