Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чархула (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӗвел анса ларнӑ тӗле вӑл малалла мӗнле ӗҫсем пуҫласа ямаллине, ӑҫталла каймаллине шухӑшласа йӗркелерӗ, ҫарпуҫӗсене хушусем пама тытӑнчӗ: пӗрне пысӑках мар ушкӑнпа ҫурҫӗрелле кайса, Урал енне тухма тӑрӑшакансене пухма хушрӗ, теприне Чархула тӗлӗнчен каҫнӑ пӑлхавҫӑсене хӑй патне ертсе килме, виҫҫӗмӗшне каялла Атӑл хӗрринелле сыхлануллӑн кӑна кайса ҫаврӑнма каларӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Чумаков полковник ертсе пыракан Чархула вырӑсӗсене драгунсен тепӗр ушкӑнӗ пырса ҫапрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ утаман Андрей Овчинников ертсе пыракан Ейек хусахӗсен юлашки отрячӗ ҫапӑҫу йӗркине тӑрса, сӑрт ҫинелле юрттарса улӑхрӗ, Чархула патӗнче пурӑннӑ вырӑс хресченӗсем ҫӑмӑллӑн чупса пӗчӗк вӗтлӗх вӑрман хӗррине ҫитрӗҫ, чӑваш юланутҫисем Атӑл еннелле пӑрӑнса юртӑпа кайрӗҫ, вӗсем Михельсон ҫарне аяк пӗрчинчен пырса ҫапмалла, тутарсемпе ирҫесем тӳрем хирпе утса-чупса иртрӗҫ, юлашкинчен чи шанчӑклӑ ҫарсем тӗмеске таврашне тупӑсене сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чархула!

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малта — Чархула.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран ҫав тискер драгунсен тепӗр пайне те шыраса тупса ҫӗмӗрсе тӑкас тенӗччӗ, анчах вӑл Чархула еннелле тухса кайнӑ иккен.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed