Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Утине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пахчара кӑшкар утине, мӑяна, ытти курӑка татса ҫинӗ.

Help to translate

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

«Колхоз утине вӑрлама килнӗ», — ӑнланса илчӗ капан «квартирантки».

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫурҫӗрти ҫу кӗске, утине вӑрӑм та хаяр хӗл каҫмалӑх хатӗрлесе хурас пулать.

Северное лето — коротко, а сена надо заготовить на продолжительную и суровую зиму.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мӑн улӑхри утине Пӗр-ик паккус ҫулӑттӑм…

Help to translate

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫулла ҫултӑмӑр Ҫавал Халь утине ҫичӗ ял, Уйӑрнӑ та салатнӑ, Килӗсене ӑсатнӑ, Шупашкарта вун чӑваш Тӗне кӗнӗ, мурҫияш, Ҫавӑнпа та пуп тавраш Халь вӗсемшӗн хурӑнташ.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Патшалӑх утине илсе кайсан, ҫав каштисене пуҫтарса ҫыхса хуратӑп.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ял-йышӗпе пӗрле вӗсем аки-сухине тӑваҫҫӗ, утине ҫулаҫҫӗ, тыррине выраҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унтан Михха утине ҫулакансем, тыррине выракансем ӗҫлеме пӑрахаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫавӑнпа вӗсем: «Вӑйӑ тума майлӑ ҫаран лектӗрччӗ те, утине ҫулма кайсан йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк пултӑрччӗ, утӑ пуҫтарса кӗрес ӗҫ вӑраха тӑсӑлтӑрччӗ», — тесе кӗл-тӑваҫҫӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир ҫын утине мар, хамӑрӑнне ҫулатпӑр.

Help to translate

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрамасть мӑнастир утине ҫулма.

Help to translate

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам вӗсен утине туртса илме пултарӗ?

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте пиччене пӑхкаласа тӑчӗ те: — Мӗн тӑватӑн эсӗ, Иван? Утине ҫулман, кӗреплесемпе аппаланатӑн. Кайса хур калла, ҫавасене ҫеҫ хӑвар, — терӗ.

Help to translate

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шуркасси ҫыннисем хансен утине турттарни ҫинчен Ивукран пӗлсенех пристав ҫула хатӗрленме пуҫланӑ.

Извещенный самим же Ивуком пристав в тот же день, как узнал о вывозе шургасинцами сена, стал готовиться в путь.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хӑйсен утине тӑватӑ кил илсе кайма пултараҫҫӗ: Илле Ҫимонччӑ, эпӗ, Эрнюк Петровччӑ тата Каҫҫан…

— Свое сено могут увезти только четыре дома: Илле Симонч, я, Эрнюк Петрович и Касьян…

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Айтар куна пӗлсен, качча илме мар, пӗтӗм ял утине тиесе кайӗ, — тулхӑрать Ахтупай.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Айтар куна пӗлсен, качча илме мар — пӗтӗм ял утине тиесе кайӗ, — тулхӑрать Ахтупай.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Часах вӑл вучахра пӗчӗк хуранпа, иртнӗ ҫулла типӗтсе хунӑ cap ҫип утине ярса, шыв вӗретрӗ, унтан сӗтел ҫине чӑваш ҫӑкӑрӗ пысӑкӑш кулач, сахӑр кӑларса хучӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утине, темшӗн тата, кут айне мар, ямшӑк ларкӑчӗ айне ытларах тултарса хунӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed