Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уравӑш (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Уравӑш, Утар ҫыннисем паянхи кун та Валентина Николаевнана килти ырлӑхшӑн - 20 ҫул ытла каялла пӳртсене ҫутҫанталӑк газне кӗртессине анлӑн йӗркеленӗшӗн - тав тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Уравӑш вулӑс центрӗ шутланнӑ, ҫавӑнпа та Валентина Николаевнана ялта чиркӳ тӑвас ыйту канӑҫ паман.

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Валентина Николаевнана нумайӑшӗ Уравӑш ял Совечӗн председателӗ пулнипе пӗлеҫҫӗ, ахӑртнех.

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫамрӑк чухне пурнӑҫӗ ҫакӑн пек обществӑлла тивӗҫсемпе ҫыхӑнасса шутланӑ-ши Уравӑш хӗрӗ?

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Славикӑн ачалӑхӗ Уравӑш тӑрӑхӗнчи илемлӗ улӑх-ҫаран, тулӑх уй-хир ытамӗнче иртнӗ.

Help to translate

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Вулакансене Уравӑш тӑрӑхӗнчи мухтавлӑ та паттӑр ентешӗмӗрпе Вячеслав Николаевич Сорокин пограничникпа паллаштарас килет.

Help to translate

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Уравӑш округӗпе – Ехлаков Игорь Юрьевич (59,92%),

Help to translate

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Чирлекенсем Уравӑш вулӑс больницине ҫӳренӗ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Туҫи Уравӑш вулӑсне кӗнӗ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Пӑртас, Кивьял Хапӑс, Рункӑ, Ҫӑлкас Кӑкшӑм, Хурӑн Кӑкшӑм, Чалӑм Кӑкшӑм, Вӑрман Кипек, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Пӑваяль, Кив Шуртан, Вӑрманкас, Утар, Енӗш, Уравӑш, Ҫарӑклӑ, Мӑн Явӑш, Кив Сӑрьел, Мӑньял Хапӑс, Ершепуҫ, Кӳстӳмӗр, Шӗнер Ишек, Сӑкӑт ялӗсенче, Вӑрнарти Центральная, Ягодная, Запрудная, Молодежная, Апнерка тата ытти хӑшпӗр урамсенче электричество линийӗсем йӗркесӗре тухнӑ.

Help to translate

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

— Ху пӗлен, Оглоблинӑн Уравӑш комсомолецӗсемпе актива пухса килмеллеччӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Килнӗ-килнех, атте-анне патне кӗрсе тухар мар-и? — сӗнчӗ Санюк, Уравӑш укӑлчи хапхинчен иртсен.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Етӗрне уесӗнчи Уравӑш вулӑсне кӗрекен Утар ялӗ таврари ытти чӑваш ялӗсенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть темелле.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен Уравӑш ялӗнченччӗ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Сӑмах май, пӗр Уравӑш ялӗнче кӑна Байкал леш енчи, 1-мӗш тата 2-мӗш Хӗвелтухӑҫ фрончӗсенче, Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫапӑҫнӑ 15 ҫын пулнӑ иккен.

Help to translate

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed