Шырав
Шырав ĕçĕ:
Упӑшкийӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Упӑшкийӗ ҫур ҫул каялла юлташӗпе аякри тинӗсе пулӑ тытма кайрӗ те юлашки вӑхӑтра ним сас-хура та памасть.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Хӗр ҫуммисем юрринче Асӑнаҫҫӗ Нарспие, Михетерӗн Нарспине, Тӑваҫҫӗ-мӗн ун туйне: «Шурӑ сухал Тӑхтаман Упӑшкийӗ пулмалла, Хӑйӗн чунӗ савнинчен Каймаллипех каймалла. Эсӗ юта кайсассӑн Мӗн тӑвӗ-ши Сетнерӳ?
Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ара, демобилизаципе килнӗ Иван Белограй старшина, Терезия Симак упӑшкийӗ пулас ҫын, ачасене юратнине, Яворти чаплӑ ҫынпа — Василь Гойдӑпа туслашнине хулари ҫынсем пурте курччӑр.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Владимир амӑшӗ хӑйӗн упӑшкийӗ патне хӑй пӗччен тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме тивни ҫинчен, пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнас килменни ҫинчен питех те ачашшӑн ӳпкелешсе, ӑна килӗ, юратакан арӑмӗ патне, таврӑнма йӑлӑнса ыйтса ҫырнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1. Кам та кам хӗр илсе унӑн упӑшки пулать, кайран арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе унран сивӗнет пулсассӑн, упӑшкийӗ уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫыртӑр, ҫырӑва арӑмне алӑран парса ӑна килӗнчен кӑларса ятӑр, 2. арӑмӗ вара унӑн килӗнчен тухса кайӗ те урӑх ҫынна качча тухӗ, 3. анчах ҫак юлашки упӑшки те ӑна, курайми пулса, уйӑрнине кӑтартакан ҫыру ҫырса килӗнчен кӑларса ярсассӑн е ӑна качча илнӗ ҫав юлашки упӑшки вилсе кайсассӑн, 4. унӑн пӗрремӗш упӑшки, ӑна кӑларса янӑскер, ҫапла чыссӑрланнӑ арӑмне тепӗр хут арӑм тума илеймест: ку вӑл Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче йӗрӗнчӗк ӗҫ пулать, хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру еткерлӗхе парас ҫӗре ан ирсӗрлет.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1