Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урисем унӑн пачах хӑйӗн мар пек, сисӗм тымарӗсем тӗнсе ларнӑ пек сисрӗ.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Чылайччен ларчӗ вӑл тӗнсе, шалтан хуҫӑнса-хӗсӗнсе, пӑчӑртанса-пӑркӑчланса, татӑлса-хуҫӑлса, вӗриленсе-тарласа та кайрӗ, анчах татӑлнӑ «ӗҫӗ» ниепле те сыпӑнасшӑн, алла та, ӑса та кӗресшӗн пулмарӗ: ун куҫӗ умӗнчен астаруллӑ, чее, хаяр кулӑш ура хурса ӳкернӗ «ҫӗрӗк пӗрене» — Горлопанов — сӑнарӗ ҫухалмарӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Чунӗ ҫӳҫенсе, ӑс-тӑнӗ тӗнсе, пасарса илчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Вӑл, чунпӑта пулнӑ ҫын пек хытса, сасӑ илтӗннӗ еннелле куҫне алчӑравлӑн чарса тимлерӗ, ӑсӗ-пуҫӗ танк тӗнсе, чӑлханса ӳкрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак йӳҫӗллӗ-пылаклӑ асаилӳ «татӑк-кӗсӗкӗпе» сывпуллашса, Ула Тимӗр пӗр авӑк тӗнсе, шухӑшли-шухӑшлами, кури-курми, чӗмсӗррӗн ларчӗ, чунӗ кӳтсе килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗтӗм сӗмӗпе тӗнсе ларнӑ пек пулчӗ вӑл халӗ: калаҫас та, кулас та, савӑнас та, тарӑхас та килмерӗ унӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ҫапла шухӑшласа тӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра тырӑ выракансем ман пата ерипен ҫывхарсах пычӗҫ.Между тем, пока я предавался этим размышлениям, жнецы постепенно приближались ко мне.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Тӗнсе ларчӗ, туйми пулчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Озеровӑн урисем тӗнсе ларма пуҫларӗҫ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1