Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупӑнать (тĕпĕ: тупӑн) more information about the word form can be found here.
— Айӑпӗ тупӑнать.

Help to translate

Килӗшӳ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Эс илмесен те илекен тупӑнать.

Help to translate

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Анчах кӗмӗл те тупӑнать.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑмака ҫывӑхӗнче Вовӑн кӗпи-шӑлаварне типӗтмелли вырӑн кирек хӑҫан та тупӑнать.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тем тӗрлӗ ыйту та тупӑнать ачан: кунӗпех пӑхнӑ, ҫутатнӑ хӗвел ӑҫта кайса кӗрет?

Help to translate

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ахӑртнех, ҫунса кӑмрӑк пек пулса кайнӑскер, темиҫе хут та айӑн-ҫийӗн ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тин тупӑнать.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кашнин валлиех мӗн те пулин тупӑнать ман сӗтел ҫинче, ӗҫместӗн пулсан, хӑть ҫи пирӗнпе компанишӗн.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Халь акӑ ир тӑрсан ӗҫе васкамалла мар, кунӗпех канлӗхре пурӑнатӑн, анчах ватӑ ҫыншӑн кӗлеткере ыратакан вырӑнӗ тӑтӑшах тупӑнать, ҫавӑнпа пӳртрен урама тухмастӑп, кӗнеке алла тытатӑп, телевизор пӑхатӑп е радио итлетӗп - сехет йӗппи ҫаплипех малалла шӑвать те, каҫ пулнине те сисместӗп вара тепӗр чух, - пӗлтерчӗ ватӑ.

Help to translate

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Ачаран ҫын пуличчен урӑх ҫынна «паллама», унпа туслашма пӗлмелле иккен, мӗншӗн тесен тӑшман тени, куршанак евӗр, хӑех тупӑнать те ҫыпҫӑнать.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ашшӗнчен Вихтӗр кӑшт шикленерех парать пулин те, темшӗн-ҫке, самантлӑха та уйрӑлас килмест унран, мӗншӗн тесен унпа чух ялан мӗн те пулин кӑсӑкки тупӑнать.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Левенӗн кирек хӑш кун та килтен тухса утма сӑлтав тупӑнать: кастармалла, турттарттармалла, сыхламалла, ҫулӑк хатӗрлеттермелле, милӗк ҫыхтармалла, сиплӗ курӑк пуҫтарттармалла…

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑҫта ҫутӑ — унта мӗлке, ӑҫта шурри — унтах хури те тупӑнать

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халӗ, питӗ шел те, сирешкел ҫынсене пула ларсах йӗмелли те тупӑнать».

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кирлӗ чухне йӑпанмалли тупӑнать».

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫамрӑксем тӑвӑр пӳрт ӑшчиккине ун-кун пӑхкаласа ҫаврӑннине курсан: — Ан шикленӗр, ҫенӗкре иксӗре валли те вырӑн тупӑнать, — тесе, Пӑлаки аппа сӗтел ҫинчи савӑт-сапана пуҫтарса ҫурӗ.

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Салтакӑн тӗмсӗлме вӑхӑт ҫук, пурпӗрех иртнине аса илме, шутлама, малашнехи пирки ӗмӗтленме самант тупӑнать.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тупӑнать, Володя.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Колорит» тенӗрен, ҫакна асӑрхаттарас килет: колорит тени, поэт халӑх пурнӑҫне, йӑлисене, ӑс-тӑнне пӗлет пулсан, вӑл хӑех тупӑнать, ун пек поэт «колорит» тупас тесе, хыпса-ҫунса ҫӳремест.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

— Япали тупӑнасса тупӑнать, анчах вӑл сана пит савӑнтарсах каймасть.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑпах ҫавӑн пек самантра эсир ӗмӗтленекен компанисенче тахҫанах кӗтнӗ ваканси тупӑнать.

Именно в такие моменты появляются долгожданные вакансии в компаниях вашей мечты.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed