Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарьен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Тарьен ӑш-чикӗ те кӑштах хӑй вырӑнне ларчӗ пулас-ха, ачи-пӑчине ятламарӗ, апат та пӗҫерсе ҫитерчӗ, вырӑн сарса парса ҫывӑрма вырттарчӗ, килте Сергей курӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарчӗ ӑна.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар хӑй сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ йыснӑш умне пӗсехине каҫӑртнӑ автан пек сиксе тухрӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Кала-ха, йысна, мӗнле-ха Сергей хамӑр тӑванранах ҫапла мӑшкӑллама пултарнӑ? — Захар Петрович умне пырса тӑчӗ Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Мӑшкӑлларӗ вӑл пире, — ҫӗкленсе кайрӗ Тарьен кӗҫӗн шӑллӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кусем Тарьен пӗр тетӗшӗпе виҫӗ шӑллӗ пулчӗҫ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кусем Тарьен кӳршӗ ялта пурӑнакан аслӑ аппӑшӗпе упӑшки пулчӗҫ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Страницăсем:
- 1