Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килӗшнӗ (тĕпĕ: килӗш) more information about the word form can be found here.
Инди сӗннӗ резолюципе Тӗп Ассамблейӑна кӗрекен мӗнпур 175 патшалӑх килӗшнӗ.

Внесённая Индией резолюция была поддержана всеми 175 государствами, представленными на Генеральной Ассамблее.

Пӗтӗм тӗнчери йога кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Килӗшнӗ эсӗ ӑна.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Килӗшнӗ хӗрӗ.

Help to translate

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗлӳ енне чун-чӗрипе туртӑнакан ӗҫчен хӗрача килӗшнӗ ҫав ҫемьене.

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кӳршӗсем конкурса хутшӑнма килӗшнӗ хыҫҫӑн, кирлӗ материалсене пуҫтарса, Каминке ял библиотеки ячӗпе муниципалитет этапӗ витӗр тухса, Трофимовсен ҫемйи конкурс тапхӑрне хутшӑннӑ.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... at-3804939

1943 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле, Могилев облаҫӗнчи Чаус районӗнчи Высокое ялӗ ҫывӑхӗнче 385-мӗш стрелоксен дивизин инженерсен разведкин взвочӗн 665-мӗш уйрӑм батальонӗн командирӗ Большов старшина Баранов хӗрлӗармеецпа пӗрле 1270-мӗш стрелоксен полкӗн разведчикӗсем валли ҫул уҫма тӑшманӑн пралук карти витӗр хӑйсен ирӗкӗпе тухма килӗшнӗ.

В ночь на 21 ноября 1943 года в районе села Высокое Чаусский район Могилёвской области командир отделения взвода инженерной разведки 665-го отдельного саперного батальона 385-й стрелковой дивизии старшина Большов вместе с красноармейцем Барановым добровольно вызвались проделать проход в проволочном заграждении противника для разведгруппы 1270-го стрелкового полка.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лешек Сибилски профессор, социологи сферинчи ӑслӑлӑх кандидачӗ, Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ пирки ООН резолюцине пӑхса тухтарас енӗпе питӗ анлӑ кампани йӗркеленӗ, ӑна 56 ҫӗршыв пулӑшма килӗшнӗ.

Профессор Лешек Сибилски из Соединённых Штатов Америки кандидат наук в сфере социологии, организовал массовую кампанию по продвижению резолюции ООН о Всемирном дне велосипеда, которую поддержали 56 стран.

Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх Комитечӗн сотрудникӗсемпе (КГБ) килӗшнӗ тӑрӑх, кунта лайӑх тӗрӗсленӗ, ҫирӗп те сывлӑхлӑ, чи ҫирӗп те хӑюллӑ каччӑсене илнӗ.

Help to translate

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Ачасене уйрӑмах пӗр вырӑнта тӑрса тӑршшӗне сикесси, 6 минут хушши чупасси, теннис шарикне ывӑтса тӗл лектересси килӗшнӗ.

Help to translate

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %d0%bc-72/

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем «пӗр шухӑшлӑ» сасӑласа Николаев тивӗҫӗсене упраса хӑварассипе килӗшнӗ.

29 сентября 2016 года депутаты «почти единогласно» продлили полномочия Николаева.

Николаев Вадим Иванович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87

Раҫҫей лидерӗ РФ спорт министрӗн Михаил Дегтяревӑн шухӑшне ыйтнӑ, лешӗ те Чернышенко сӗнӗвӗпе килӗшнӗ.

Help to translate

Путин спортӑн пӗрлехи комплекслӑ программине йӗркелес шухӑша ырланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3791507

Иван турткаланса тӑман, шӑллӗпе килӗшнӗ, пӑта хутаҫҫине илсе малалла утнӑ.

Help to translate

Хӑшӗ йывӑртарах? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 267–269 с.

Хӑйне килӗшнӗ пек вырнаҫса ҫитсен ача пусма картлашкин анат енчи кӗтессинелле чӑр-чӑр пӑхса ларма тытӑнчӗ.

Help to translate

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ирхи душ хыҫҫӑн Элиме пысӑк тӗкӗр умне ларчӗ, фенпа ҫӳҫне типӗтрӗ, хӑйне килӗшнӗ пек майларӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ «Островок» ушкӑн «Куракансене килӗшнӗ чи лайӑх ушкӑн» приза та тивӗҫнӗ.

Help to translate

Малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bc%d0%b ... %91%d1%80/

Администраци представителӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлешнин ырӑ кӑтартӑвӗсене уҫӑмлатнӑ хыҫҫӑн ҫынсем икӗ муниципалитет пӗрле пулассипе килӗшнӗ.

Help to translate

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Ҫамрӑк хаваспах килӗшнӗ.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Уйрӑмах пурне те И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетӑн «POWER» команди чирлидинг стилӗпе ташлани килӗшнӗ.

Help to translate

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Футболист хӑй «хӗрлӗ-шуррисен» ушкӑнне куҫма килӗшнӗ пулнӑ, анчах та Массимо Челлино «Кальяри» президенчӗ килӗшӗве алӑ пусма килӗшмен — сезон варринче вӑл хӑйӗн чи лайӑх вылякана ҫухатасшӑн пулман.

Сам футболист был готов перейти в стан «красно-белых», но сделку отказался совершать президент «Кальяри» Массимо Челлино, не желавший в середине сезона терять своего ведущего игрока.

Давиде Астори // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Юлашкинчен вӗсем кӗпене те, сӗрме купӑса та сутма килӗшнӗ.

Help to translate

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed