Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килӗнче (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Ун чухне вӑл ашшӗ-амӑшӗн килӗнче икӗ йӑмӑкӗпе пурӑнатчӗ.

Help to translate

Ҫемье ырлӑхӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-07- ... -h-3835235

Вӗсен килӗнче тата сакӑр ача ӳснӗ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Ҫуллахи отпуска вӑл килӗнче ирттерме шутларӗ.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Анчах ҫав кунсенче, май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, Алинӑсен килӗнче пурнӑҫ айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнса кайрӗ.

Help to translate

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Е килӗнче ҫула кайма хатӗрленет-ши?

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пурхиле хӑта текен пуян чӑваш килӗнче вырӑсла калаҫнӑ, ачисем шкула ҫӳренӗ.

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Чарльз Огастес Линдберг 1974 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Гавай утравӗсенчи Мауи ҫинче хӑйӗн килӗнче шыҫӑ чирне пула вилнӗ.

Чарльз Огастес Линдберг умер от рака 26 августа 1974 года в своём доме на гавайском острове Мауи.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Унӑн килӗнче телевизор, ахӑртнех» нихӑҫан та пулман пулмалла.

Help to translate

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӑш вырӑнта мӗнле йывӑҫа касса сыпӑланине, ыттисенчен кая тӑрса юлнине, килӗнче ӗҫлейми пулнӑ ашшӗ шӑнса ларнине, ыран ир килне ҫитнӗ-ҫитменех шкула каймаллине — пӗтӗмпех каласа пачӗ ача.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Килӗнче Вихтӗре «тип мунча» лекет.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ялти ачасем: «Мӗнле пӗрмаях килӗнче амӑшӗ ҫумӗнче ларать-ши ҫав Микулкка?

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫавна май килӗнче канас килми пулчӗ Тетейӗн.

Help to translate

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килӗнче сумкине хӑйне хулара кирлӗ пулакан япаласене хума пуҫларӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тӑван килӗнче ҫулталӑка яхӑн пулман Тетей.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килӗнче вӑл чӗмсӗр ҫынла никампа сӑмахламасӑр ӗҫлерӗ.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хӑвах пӗлетӗн-ҫке, Алюна, ҫамрӑксем пирӗн председатель килӗнче туйра пулчӗҫ, эпӗ те вӗсенчен юлмарӑм, ҫавах та тус-тантӑшсем вӗт.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ куҫсемпе ывӑлӗ Тускай кӗтсе илчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Иртен пуҫласа каҫчен уйра ӗҫлекен амӑшӗсемпе ватӑсене канма чӑрмантарас мар тесе, никамӑн килӗнче те пухӑнмаҫҫӗ хӗрсем, ҫавӑнпа пӗве хӗрринчи йӑмрасем айӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ каҫсерен.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ҫак аттен килӗнче яланах йӗркелӗх пулнӑ, кинӗсем пурте канма пӗлмесӗр ӗҫленӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Килӗнче ун валли вырӑн сарса хунӑ пулнӑ, диван ҫурри те уншӑн пушӑ имӗш, ку мӗне те пулин пӗлтеретех, шутласа илчӗ вӑл, вара ҫавӑнта кӗрсе выртрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed