Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлти кассен уй тӑвайкки Йӗршшӳ ҫумнех перӗннӗ, Вӑрман пуснӑ сӑрчӗн ҫамки Тӗксӗмленсе тӗрӗннӗ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Сухати поэмӑра «Сухатӳ», Йӑршшу шыв ячӗ — Йӗршшӳ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Пычӗҫ Йӗршшӳ ҫинчен Уламаспа Патирек Ӗлӗкхине манасшӑн астумаҫҫӗ — пулман пек: Ертсе пычӗҫ хайсемпе темиҫе ял чухӑнне, Ӗлӗк Урха мулӗшӗн тара хӗрсе пиҫнипе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Апашсем, Шӑмӑшсем шӑмӑрса хусканчӗҫ, Йӗршшӳ ҫинчи улӑха пӗр-пӗрне валеҫрӗҫ…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йӗршшӳ тӑрӑх ларнӑ пӗчӗк ялсем варлӑ, Пурӑнма вӗрентнӗ вӗсен пуҫне пусмӑр.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кайрӗҫ Йӗршшӳ ҫумӗнчен Ҫавал ҫине вуник ял — Урапасем ҫул ҫинче — Суса тухма ҫитмест хал…
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йӗршшӳ ҫинчи улӑхсене ҫултарма Хушса янӑ Шӗнерпеле Апаша.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Еркинее алтутри Йӗршшӳ ҫинче парасси.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йӗршшӳ ҫинчи ҫарансем ыран-паян ҫулмалла, Унти ута пуҫтарма ҫуллен ниме тумалла, Ҫавӑнпа та ҫимӗкрен сӑра хатӗр хӑварса Ҫывӑх кӳршӗ ялсенчен ниме чӗнсе хуртарса, Арӑш-шарӑш чурисем апат-ҫимӗҫ тӑваҫҫӗ, Арҫын тарҫи-тӗрҫисем ҫавасене туптаҫҫӗ…
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл та арӑмсемпе сӑмахланчӗ самай, Кайран Уламаспа халапланчӗ чылай: Уламас Йӗршшӳ ҫинче Патерекпе пупленӗ, Патерекӗ ула утшӑн Шуртана та ҫӳренӗ, Ҫавӑнпа та уламас пӗлет нумай ӗҫ ҫинчен, Тӑнлантарать Силемпие шӑппӑн самайччен:
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӗкеҫ кӗрсе лараччен, Силемпипе нумайччен Пӑшӑлтатса пуплерӗ: «Ҫуран кая юл», терӗ, Алтутрине тыттарчӗ, Икӗ тӗвӗ тӗвлерӗ, Куҫне хупса, хӗрелсе, Пӗр ӗҫ хушрӗ именсе: «Йӗршшӳ ҫинчи кӗперпе Утаман уль каҫмалла, Тыттар икӗ тӗвӗпе Алтутрине ытарла.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йӗршшӳ сулхӑнӗ ҫапать, Туйсар кӳмми хуҫмалла, Йыснӑш патне пымалла; Ҫавӑнпа та ҫул майпе Лартать пӗрле Чӗкеҫе.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шӑрӑх хӗвел тӳпере Шӑратнӑҫем шӑратать, Йӗршшӳ ҫинче хӳтӗре Кӗтӳҫ кӗтӳ шӑварать.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Сухатӳре сулхӑн ҫук, Пирӗн умра Урха ҫук, — Йӗршшӳ йӗрет йӗрмеллех, Улӑхӗ ҫук темеллех».
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ватти-вӗтти сӑмахлать, Карчӑк-кӗрчӗк калаҫать, Юр юрлаҫҫӗ яшӑсем, Кӗвӗлеҫҫӗ кӗслеҫсем: «Йӗршшӳ юхать йӗрленсе, Ҫавал ҫине ҫаврӑнса, Чӗнтӗр кӗпер чӑнт! тӑвать — Урлӑ ула ут каҫать».
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ак Сухатӳ вӗркет, Сухатӳ кӗрлет, Пӗтӗм Йӗршшӳ улӑхӗ ян янтрать.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
«Эх, тухрӑмӑр, килтӗмӗр — Йӗршшӳ ҫине йӗрлеме: Суйлас хурас пӗрер хӗр Анне кинсен хисепне».
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ункӑ урлӑ килнӗ Тӑрӑн хӗрарӗ, Ҫавал ҫинчен килнӗ Шуртан капӑрӗ, Йӗршшӳ тӑрӑх ларнӑ пӗчӗк ялсенчен Килнӗ пулас пӗрер ҫын кашни килӗрен.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӳлти кассен уй тӑвайкки Йӗршшӳ ҫумнех перӗннӗ, Вӑрман пуснӑ сӑрчӗн ҫамки Тӗксӗмленсе тӗрӗннӗ.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унта-кунта вӗтлӗх вӑрман Йӗршшӳ икӗ енӗпех: Вӗренепе хуна юман, Тата шӗшкӗ йӗркипех.

- 1
- 2