Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зурбаганран (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗсен чӗрни айӗнчен тӗтӗм пек хыпа-хыпа илсе типӗ хӑмӑр тусан сапаланать, тусем вара — уҫӑмланнӑҫемӗн — вӑрмансен халӗ лайӑх курӑнакан тикӗс мар пӑнчисене пула чӑпарлансах пыраҫҫӗ, анчах Зурбаганран курӑннӑ чухнехиллех — инҫетре пекех.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Манӑн Зурбаганран тахҫанах тухса каяс, пурнӑҫ ҫӑралӑхӗнче хамӑн тӑп-тӑп урасемпе ҫирӗппӗн тӑрас килетчӗ; анчах та эпӗ, аллӑма чӗрем ҫине хурса, моряк профессийӗ манӑн кӑмӑлӑма килет тесе калаймӑттӑм: ҫак ӗҫре пӑхӑнулӑхпа шӑпана ӗненӳлӗх нумай.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Зурбаганран хӗрӗх мильӑра, ҫеҫен хирте, хӗвел анӑҫнелле ансӑр сукмакпа виҫӗ ҫын утать.В сорока милях от Зурбагана три человека шли по узкой степной тропе, направляясь к западу.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Унӑн Зурбаганран епле те пулин хӑвӑртрах тухса каймалла.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Куратӑр-и: пӗтӗмпех питӗ хӑвӑрт пулса иртрӗ, никамран та йӗркеллӗн ыйтса пӗлеймерӗмӗр, кимӗ туянтӑмӑр та Зурбаганран тухса килтӗмӗр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Страницăсем:
- 1