Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вахновӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вахновӑн ӗҫне ырлас вырӑнне Ивановпа Тёма хӑйсем хӑраса ӳкрӗҫ.

На лицах Иванова и Тёмы изобразился какой-то ужас вместо ожидаемого одобрения.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вахновӑн мӗскӗн пуҫне, пурнӑҫра чи малтанхи хут тен, ҫакӑн пек урӑхла шухӑшсем, — мӑкалса ҫитнӗ вунпилӗк ҫулхи ачан сывӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ пӗвӗ хушнӑ шухӑшсем мар, урӑхла шухӑшсем, — килсе кӗчӗҫ пулӗ.

Бедная голова Вахнова, может быть, в первый раз в жизни, была полна другими мыслями, чем те, какие внушало ей здоровое, праздное тело пятнадцатилетнего отупевшего отрока.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хӑйне ыттисем ҫапла хута кӗрессине малашне те упраса хӑварас тесен, унӑн, Вахновӑн, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне пӗтӗмпех яланах мантаракан темле пысӑк ӗҫ тумалла.

И, чтоб удержать его, от него, Вахнова, требовалось что-то такое, что заставило бы навсегда забыть его прошлое.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хӑйне ыттисем хута кӗни, Вахновӑн чӗринче малтан ашшӗ, кайран гимнази таптаса хуҫнипе тахҫанах пусӑрӑнса ларнӑ туйӑма, унӑн хӑйне хӑй хисеплес туйӑмне вӑратрӗ.

Это сочувствие пробудило в Вахнове затоптанное сперва отцом, а потом и гимназией давно уже спавшее самолюбие.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Иван Иванович Вахновӑн ашшӗне аванах пӗлет, лешӗ чӑнах та ӗнтӗ, хӑйӗн хаярлӑхӗпе те усаллӑхӗпе чӑн-чӑн тискер кайӑк евӗрлех.

Иван Иванович хорошо знал отца Вахнова, который был в полном смысле слова зверь по свирепости и крутости нрава.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed