Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бецер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
36. Цофах ывӑлӗсем: Суах, Харнефер, Шуал, Бери, Имра, 37. Бецер, Год, Шамма, Шилша, Ифран тата Беера.36. Сыновья Цофаха: Суах, Харнефер, Шуал, Бери, Имра, 37. Бецер, Год, Шамма, Шилша, Ифран и Беера.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене, ытти левитсене, ҫак хуласене панӑ: Завулон йӑхӗнчен: Иокнеампа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 35. Димнапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Нагалалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 36. [Иордан леш енче, Иерихон тӗлӗнче] Рувим йӑхӗнчен: [ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Мисор пушхирӗнчи] Бецер хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Иаацӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 37. Кедемофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Мефаафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 38. Гад йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Маханаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 39. Есевонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Иазерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: пурӗ тӑватӑ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ, 42. ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ; 43. хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1