Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Астине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
1. Ҫилли иртсе кайсассӑн, Артаксеркс патша Астине, вӑл мӗн тунине, ӑна халӗ мӗн кӗтнине аса илнӗ.

1. После сего, когда утих гнев царя Артаксеркса, он вспомнил об Астинь и о том, что она сделала, и что было определено о ней.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Мемухан вара патшапа аслӑ улпутсем умӗнче каланӑ: Астинь пӗр патша умӗнче ҫеҫ мар, пур аслӑ улпут умӗнче те, Артаксеркс патшан пӗтӗм ҫӗрӗнчи пур халӑх умӗнче те айӑплӑ; 17. мӗншӗн тесессӗн патша майри мӗн туни ҫинчен ытти арӑмсем пӗлӗҫ те хӑйсен упӑшкисене хисеплеми пулӗҫ, «Артаксеркс патша Астине, патша майрине, хӑй умне чӗнтернӗ, анчах лешӗ пыман» тейӗҫ.

16. И сказал Мемухан пред лицем царя и князей: не пред царем одним виновна царица Астинь, а пред всеми князьями и пред всеми народами, которые по всем областям царя Артаксеркса; 17. потому что поступок царицы дойдет до всех жен, и они будут пренебрегать мужьями своими и говорить: царь Артаксеркс велел привести царицу Астинь пред лице свое, а она не пошла.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Патша ҫак ҫынсенчен ыйтнӑ: Артаксеркс патшана итлеменшӗн, хӑйне хайрансем урлӑ мӗн хушнине туманшӑн патша майрине Астине саккун тӑрӑх мӗнле айӑпламалла? тенӗ.

15. как поступить по закону с царицею Астинь за то, что она не сделала по слову царя Артаксеркса, объявленному чрез евнухов?

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫиччӗмӗш кунӗнче, чун-чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсан, Артаксеркс патша хӑй умӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫичӗ хайранне — Мегуман, Бизфа, Харбона, Бигфа, Авагфа, Зефар тата Каркас хайрансене — ҫапла тума хушнӑ: 11. вӗсем патша майрине Астине чӗнсе килччӗр, вӑл мӗнешкел хитре пулнине халӑхсене, аслӑ улпутсене кӑтартма, ӑна, пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑскерне, патша умне тӑратчӑр, мӗншӗн тесессӗн Астинь, чӑнах та, ытарайми хӳхӗм пулнӑ.

10. В седьмой день, когда развеселилось сердце царя от вина, он сказал Мегуману, Бизфе, Харбоне, Бигфе и Авагфе, Зефару и Каркасу - семи евнухам, служившим пред лицем царя Артаксеркса, 11. чтобы они привели царицу Астинь пред лице царя в венце царском для того, чтобы показать народам и князьям красоту ее; потому что она была очень красива.

Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed